Комментировать

20 Окт, 2017

Любовь СЕМЕНОВА: "Эпĕ çĕнтерсен хĕрсем макăрчĕç"

Ун пирки хĕрарăмсенчен пĕрремĕшĕ теççĕ. Вăл — 2002 çулта Раççей чемпионачĕн пирвайхи çĕнтерÿçи. Пирĕн çĕршыври кире пуканĕ йăтакан хĕрсенчен РФ спорт мастерĕн нормативне чи малтан пурнăçланă. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Чăваш Енри пăхаттир хĕрсен йышĕнче те вăл лидер пулнă.

Любовь Эллина тимĕр вăййипе педагогика университетĕнче вĕреннĕ чухне кăсăкланма пуçланă. «1-мĕш курсра кире спорчĕпе зачет памаллаччĕ, анчах манăн пулсах каймастчĕ. Владимир Симень преподаватель занятисем хыççăн тренировкăна пыма чĕнчĕ. Кашни кун çÿреме тытăнтăм. Мана кире пуканĕ йăтма килĕшрĕ. Кăтартусем те лайăхланма тытăнчĕç. Тепĕр çулталăкран Владимир Петрович мана Борис Глинкин тренерпа паллаштарчĕ. Çавăн чухне ăмăртусене хутшăнма пуçларăм», — терĕ Любовь Александровна.

Люба Эллина шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă. Çăмăл атлетика енĕпе лайăх кăтартусем пулнă унăн, йĕлтĕрпе те аван чупнă. Физкультура урокĕсене юратса çÿренĕ, занятисенче арçын ачасемпе тупăшнă. 9-мĕш класс хыççăн амăшĕ сĕннипе хĕр Тутарстанри Теччĕ хулине çул тытнă — педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом алла илсен Шупашкара таврăннă, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки пулса тăнă. Вĕреннĕ хушăрах малтан — 59-мĕш шкулта, унтан 2-мĕш гимназире ĕçленĕ.

Любовь Эллина çĕршыв чемпионачĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ, Раççей рекордне те темиçе хут çĕнетнĕ. Çĕршыв кубокне çĕнсе илнĕ спортсменка 2004 çулта Гамбургра иртнĕ тĕнче чемпионатне хутшăннă.

— Ун чухне эпĕ мала тухма пултарасси пирки никам та шухăшламан: ку ăмăртура çĕнĕ çынччĕ. Манран вăйлăраххисем тата пурччĕ ун чухне. Эпĕ пĕрремĕш вырăн йышăнсан хĕрсем хывса тăхăнмалли пÿлĕмре макăрчĕç. Тепĕр çул иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Ун чухне те пĕрремĕш пулаяттăм, анчах кире пуканĕ ăнсăртран алăран тухса ÿкрĕ. Помост çинче АПШ, Итали, Германи, Украина, Беларуç спортсменĕсемпе тупăшаттăмăр. Раççей хĕрĕсем те чылайччĕ. Вĕсем пуринчен те вăйлăрахчĕ паллах, — асаилÿ авăрне путрĕ Любовь Александровна. Çав чемпионатрах ЧППУ студентки тĕнче рекордне çĕнетнĕ: 16 килограмлă снаряда 232 хут çĕкленĕ.

«20-мĕш ĕмĕрччен хĕрсен хушшинче кире пуканĕ йăтассипе ятарлă ăмăртусем ирттермен. 15 çул каялла тимĕр вăййипе Липецкра, Вологдăра, Ярославльте, Санкт-Петербургра тата ытти хулара кăсăкланма тытăннă. «Хыпар» турнирĕн программине хĕрсен тупăшăвне 2003 çулта кĕртнĕччĕ. Ун чухне çĕнтерÿçĕ ятне Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, 16-мĕш шкулта ĕçлекен Любовь Эллина çĕнсе илчĕ», — çапла çырнă РФ физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров. Çав тапхăрта Любовь Эллинăна «Хыпар» турнирĕнче çитекенни пулман. Вăл хĕрарăмсен ушкăнĕнче абсолютлă чемпион ятне пĕрре мар çĕнсе илнĕ.

Аслă шкултан вĕренсе тухсан пултаруллă спортсмена Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн физкультурăпа спорт кафедринче ĕçлеме хăварнă, унта вăл 11 çул тăрăшнă. Академирех Патăрьел пики пулас мăшăрĕпе Александр Семеновпа паллашнă. Вăл та кире спорчĕпе туслă пулнă, Борис Глинкин тренер патĕнче ăсталăха туптанă. РФ спорт мастерĕ Пĕтĕм Раççейри турнирсенче тата Чăваш Ен чемпионатĕнче темиçе хут та мала тухнă. 2007 çулта спортсменсем çемье çавăрнă. Халĕ Семеновсем икĕ ача çитĕнтереççĕ.

Паянхи кун Любовь Александровна Шупашкарти 27-мĕш вăтам шкулта ачасене вĕрентет. Çăмăл атлетика секцине ертсе пырать, аслăрах ачасене спартакиадăсене хатĕрлет. «Кире пуканĕ йăтма пурте пултараймаççĕ, вĕсене шăм-шак тĕрекленсе çитсен кăна хатĕрлеме пуçламалла. Паянхи ачасен сывлăхĕ çирĕпех мар — çамрăк кĕлеткене суранлатма пулать, — терĕ вĕрентекен. — Студентсемпе ĕçлеме çăмăлрахчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ялтан вĕт. Аслă шкула хатĕр килеççĕ, тÿрех ăмăртусене хутшăнма тытăнаççĕ».

Кире пуканĕ йăтни хĕрсен сывлăхне хавшатманнине палăртать Любовь Семенова. «Тĕреклетет кăна. Тимĕр вăййипе туслă хĕрсем яштака та хитре. Ачисем те сывă çуралаççĕ. Тренер хушнине итлесен, йĕркене пăхăнсан пĕтĕмпех аван пулать. Хĕрсем чăтăмлăрах та патвартарах. Чăннипе, вĕсен кăтартăвĕсем лай-ăхрах. Нормативсене те пурнăçлаççĕ. Хальхи яшсен вара ку енĕпе кăшт хавшакрах», — терĕ вĕрентекен.

Юлашки вăхăтра Любовь Александровна кире пуканне тепĕр хут алла илнĕ: ветерансемпе ăмăртать, тĕрлĕ турнирта шкул командин чысне хÿтĕлет, хĕрсем валли ăсталăх сехечĕсем ирттерет. Вăл «Спартак» спорт керменĕнче паян старт илекен «Хыпар» турнирне хаваспах хутшăнать.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.