Комментировать

30 Апр, 2014

Сĕт - ылтăнпа танах

Кĕçех улăх-çаран ешĕл курăкпа витĕнĕ, ял çынни хĕл каçипех картара усранă выльăх-чĕрлĕхне тинех кĕтĕве кăларĕ. Ура айĕнчи апатпа ĕне сĕт те ытларах хушĕ. Вăл вара - хресченĕн тупăш çăл куçĕсенчен пĕри. Халĕ кашни яла тенĕ пекех усламçăсем сĕт пуçтарма килеççĕ, укçине те тÿрех тÿлеççĕ.

Çак çимĕçе кулленех лавккара туянатăп. Çулталăкăн малтанхи уйăхĕсенче Кÿкеçри кашни лавккара хамăрăн производительсем кăларнă сĕте тупса илме те çукчĕ. Сивĕтмĕшсенче юттисем кăна хакĕпе хăратса ларатчĕç: 1 литрĕ - 48-50 тенке капашнă. Тĕрĕссипе, вĕсемпе усă курма та шикленетĕп: курупка çинче кăтартнă управ вăхăчĕ те иккĕлентерет: йĕркеллĕ сĕт çур çул пăсăлмасăр тăрĕ-и? Чăваш юр-варĕ ăçта кайса кĕнĕ-ши? Пăрулас умĕн ĕнесем сĕт пама пăрахнă-мĕн. Юрать-ха кĕçех пирĕн пата та Куславккаран, Етĕрнерен сĕт юр-варне кÿрсе килме тытăнчĕç. Халĕ те вĕсене туянса ырă куратпăр.

Хĕлле сĕт ылтăнпа танах пулчĕ. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕчченех унăн хакне 20-23 тенке çитиех хăпартнăччĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» предприяти пĕлтернĕ тăрăх - сĕт завочĕсем мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенчен сĕтĕн кашни литрне кăрлач уйăхĕнче - 7,21, нарăсра - 7,61, пушра 7,15 тенкĕ хаклăрах йышăннă. Ку вăхăтра сĕтрен пурте тупăш ытларах илчĕç.

Халĕ, ĕнесем пăруланă хыççăн, сĕт пуçтаракансем хака пĕчĕклетрĕç. Кунсерен тенĕ пекех 1-2-шер тенкĕ йÿнелсе пырать, литршăн 15 тенкĕ кăна тÿлеççĕ. Çулла вăл 12 тенкĕ çеç юлать. Çав вăхăтрах лавккара унăн хакĕ чакмасть, 2,5% çуллишĕн 30 тенкĕ ытларах кăларса хуратпăр. Ĕнер кăна, тĕслĕхрен, Етĕрне сĕтне 36 тенкĕпе туянтăм.

Çулла сĕт хакĕ шывран та йÿнĕ пулни ял çыннине питĕ кÿрентерет, мĕншĕн тесен выльăх усрассипе çыхăннă тăкак, чăн та, нумай. Ăна пĕррехинче бухгалтерта ĕçлекен тусăмпа ятарласах шутланăччĕ те çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăмăр: сĕт сутнă укçа выльăх апачĕ хатĕрлессипе çыхăннă тăкака саплаштарма çитет, кунсăр пуçне тына е вăкăр тупăш параççĕ. Çакă ĕнтĕ выльăх пăхаканăн шалăвĕ.

Уйри çĕр пайĕ çинче тыр-пул, утăлăх курăк ÿстерекенсен, хăйсен техникипе усă куракансен тупăшĕ те, тăкакĕ те урăхларах. Паллах, выльăх пуçĕ те вĕсен ытларах. Юлашки çулсенче выльăх шучĕ пĕр шайра тăнине чылай çĕрте пĕлтереççĕ. Килти хушма хуçалăхра 3-5 пуç ĕне усракансем пирки эпир те тăтăшах çырса кăтартатпăр. Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми ялĕнче вара ахаль çынсемех /фермерсем мар/ 15-20-шер пуç ĕне усрани тĕлĕнтерчĕ те.

Çывăх вăхăтра сĕт хакĕ хăпарасси паллă мар. «Ял хуçалăх продукцийĕн хакне патшалăх туса параймасть, ăна рынокри лару-тăрăва кура палăртаççĕ», - çирĕплетет ЧР Ял хуçалăх министерстви. Чĕрĕ сĕт хакне вăл сăнасах тăрать. Оперативлă кăтартусем тăрăх - тирпейлекен предприятисем ялти усламçăсенчен ăна 20-30% хаклăрах туянаççĕ. Паллă ĕнтĕ, килти хушма хуçалăхсен тÿрремĕнех сĕте завода леçме май çук, яла пуçтарма килекенĕн хакĕпех килĕшме тивет. Ÿркенменнисем сĕте, тăпăрчпа çăва та хулана килсе сутаççĕ, чылай пысăк тупăш кураççĕ.

Муниципалитет тата ял тăрăх администрацийĕсен пуçлăхĕсен ял çыннисене сĕте май пур таран пысăкрах хакпа сутма май туса памалла, явапсăр предпринимательсене ку ĕçе хутшăнтармалла мар. Çынсене укçасăр тăратса хăварнă тĕслĕхсем пирки халĕ сайра калаçаççĕ-ха. Виçĕм çул Шупашкар районĕнчи Янăш тăрăхĕнче пĕр усламçă çăвĕпех сĕт пуçтарнă, хăй вара халăха пĕр пус та тÿлемен-мĕн. Тарăхнă çынсем прокуратурăна ыйту çырса панă, анчах уссине кĕтсе илеймен - панкрута тухнă хуçаран нимĕн те шыраса илме çук-мĕн. Хăш-пĕр ялта сĕт укçине çынсем эрне кĕтеççĕ. Шанчăклăрах пултăр тесен сĕт пуçтараканпа килĕшÿ çырма сĕнеççĕ йĕрке хуралçисем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.