Комментировать

Чăваш пики Елизавета Ащеулова НТВ телеканалти «Ты супер! Танцы» проектра хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 16 çулти Лиза 7-мĕш суйлав турне хутшăннă. Палăртса хăварам: çÿлерех асăннă проектра ашшĕпе амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем тупăшаççĕ. Лизăна, тин çеç çуралнăскере, амăшĕ кукашшĕпе хăварса урăх хулана тухса кайнă. Ватă арçын ĕçкĕпе иртĕхнĕрен, мăнукне пăхманран Лизăна соцопека ĕçченĕсем ача çуртне леçнĕ. «Шăпана ÿпкелеместĕп эпĕ, япăх пурăнмастăп. Хăш-пĕр амăшĕ пепкине мĕншĕн пăрахса хăварни шухăшлаттарать. Пăхас килмесен мĕншĕн çуратаççĕ-ши?» — интервьюра чунне уçнă Елизавета. Амăшĕпе тĕл пулма тÿр килсен вăл хăйне мĕншĕн пăрахнине тата ашшĕ пирки ыйтса пĕлесшĕн.

Лиза — пултаруллă хĕр. Вăл çамрăксен хушшинче бал ташшисене ташлас енĕпе 1-мĕш разряда тивĕçнĕ, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçи пулнă. «Ты супер! Танцы» телепроектра пике импровизаци мелĕпе те усă курнă. «Эсĕ васканă тата хумханнă пек туйăнчĕ. Çакă килĕшмерĕ мана. Импровизацири хăш-пĕр самант ăнăçлă пулчĕ. Чылай ташăçă санăн хăвăртлăхупа çаврăнăçулăхна ăмсанĕç ахăртнех, анчах ташăра чи кирли — килĕшÿлĕх», — жюри членĕ Егор Дружинин çапла хакланă чăваш хĕрĕн пултарулăхне. Вăл та, ыттисем те Лиза малалла тупăшассишĕн сасăланă. Ăсталăхне аталантаракан пике хореограф профессине алла илсе ташă студине уçма ĕмĕтленет.

Нина ЦАРЫГИНА.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.