Атте-анне тивлечĕпе
Юмахри пек тĕлĕнмелле кĕтесре вырнаçнă Малиновка ялĕ. Ăна йĕри-тавраллах вăрман хупласа илнĕ. Ĕлĕк-авалтанах çырла-кăмпа йышлă пулнă ку тăрăхра. Пăлапа Кĕтне шывĕсем юхса иртекен ем-ешĕл улăха Тарасовсем те питĕ килĕштернĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче вĕсем кунта куçса килсе тĕпленнĕ. «Ачасемпе мăнукăмсем ырлăхпа телей кăна курса пурăнччăр çакăнта», - тенĕ çемье пуçĕ Василий Ефимович. Кирек мĕнле ĕçе те хавхаланса пурнăçлама хăнăхнăскер кĕçех никама тара тытмасăрах хÿхĕм çурт-йĕр, хуралтăсем çавăрса лартнă, чаплă сад ĕрчетнĕ.
Кил хуçи çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Ылтăн алăллă арçын лартнă çурт вырăнĕнче халĕ çĕнĕ кермен ÿссе ларнă. Ашшĕн ăсталăхĕ ывăлне куçнă пулинех: ăна Геннадий Васильевич çĕкленĕ. Кунта ваттисен тивлечĕпе туслă та килĕшÿллĕ çемье пурăнать. Унăн пуçĕ Ирçе Çармăсри М.Е.Евсевьев ячĕллĕ шкулта физкультура урокĕсене тытса пырать, вăлах - социаллă педагог та.
Канмалли пĕр кун Тарасовсем патĕнче хăнара пулма тÿр килчĕ. Хуçалăха çирĕп алă тытса тăни кашни утăмрах сисĕнет. Кирек ăçталла куç ывăтсан та тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланнине асăрхарăм. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ пулсассăн та картишре çÿпĕ выртнине кураймăн.
Тарасовсем килти хушма хуçалăхран çулленех сахал мар тупăш илеççĕ. 1 гектар çĕр çинче çĕр улми те, кăшман та, выльăх апачĕлĕх курăк та ытлă-çитлĕ çитĕнтереççĕ. Темиçе çул каялла туяннă МТЗ-52 трактор çемьене пысăк пулăшу кÿрет. Садри улма-çырла та хĕл каçичченех тулăх пурăнма май парать.
Геннадий Васильевичпа Галина Анатольевна - пĕр-пĕрне чунтан юратакан мăшăр. Вĕсем çутă тĕнчене сакăр ача парнеленĕ. Çĕр-шывăн демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе пурте Тарасовсем пек тăрăшсан ял урамĕсем ача-пăчан шăнкăрав пек сассийĕпе янраса кăна тăмалла та...
- Ачасене сăпкаран уйрăлсанах ĕçе хăнăхтаратпăр, - малалла уçă сывлăшра тăсăлчĕ пирĕн калаçу. - Тĕпренчĕкĕмсем пĕчĕкренех тарпа пĕвеннĕ çăкăр хакне пĕлсе ÿсеççĕ. Урам тăрăх кăшкăрашса йытă хăваласси асра та çук.
Ашшĕпе амăшĕн сăмахĕнчен иртсе курман Тарасовсен ачисем. Шкулта тăрăшса вĕренеççĕ, уроксем хыççăн килте алă усса лармаççĕ. Аслă хĕрĕ Наташа ăшă йăваран вĕçсе кайма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вăл Тольяттири физкультура институтне пĕтернĕ, хальхи вăхăтра Хусан хулинче çемйипе пурăнать. Çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ ята тивĕçнĕ. Унран икĕ çул кĕçĕнрех Денис, сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕннĕскер, «Кузнецов адмирал» авианосец çинче хĕсметре тăнă. Арçын тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, çемьеллĕ. Аслашшĕн ятне хунă тепĕр ывăлĕ Вася газоэлектросварщик ĕçне кăмăлланă. Анюта пуласлăхне медицинăпа çыхăнтарасшăн, вăл Шупашкарта медицина училищинче пĕлĕвне туптать, Дина - кооперации техникумĕнче. Вероника, Толикпе Маша Ирçе Çармăсри вăтам шкулта вĕренççĕ.
...Пĕррехинче Ирçе Çармăс ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Карсаков Тарасовсем патне пынă та йышлă çемьене районта иртекен конкурса хутшăнма сĕннĕ. «Шанатăр пулсан мĕншĕн каяс мар?» - килĕшнĕ кил хуçи. Тарасовсем конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ, çавăнпа та сцена çинче çухалса кайман. «Çулталăк çемйи» хисеплĕ ята та вĕсемех тивĕçнĕ, район чысне каярахпа республикăра хÿтĕленĕ.
Геннадий Васильевич ылтăн алăллă пулнине çÿлерех асăннăччĕ ĕнтĕ. Палăртмалла, кил-тĕрĕшри мĕн пур сĕтел-пукана: сакран пуçласа шифоньер таранах педагог хăй ăсталанă. Унăн мăшăрĕ, Патăрьел районĕнчи Тури Туçара çуралса ÿснĕ Галина Анатольевна, тĕрĕ-эреш ăсти, тĕрлĕ япала çыхма та кăмăллать. Вăл чылай çул сутуçăра ĕçленĕ, халĕ - тивĕçлĕ канура.
Геннадий Тарасов шкулта ачасемпе çамрăксен «Патриот» клубне ертсе пырать. Унта çÿрекенсем кăçал ЧР Çар комиссариачĕн, ЧР Юстици министерствисен пĕрремĕш степень дипломĕсене тивĕçнĕ.
Пирĕн калаçу чылайччен тăсăлчĕ. Юлашкинчен Геннадий Васильевичран çемье телейĕ пирки ыйтрăм. «Юратура!» - кĕскен кăна хуравларĕ вăл. Сăмах тĕлне унăн мăшăрĕ пахчана кĕчĕ. Упăшки мĕн каланине илтнĕскер кăмăллăн кулкаласа унпа юнашар пырса ларчĕ...
Йĕпреç районĕ.