Комментировать

30 Апр, 2014

Пысăк укçа шыраса, е Ютра эрех те тутлăрах...

Килте ĕçсĕр ларса йăлăхтарчĕ, çемçе диван çинче те выртса ывăнтăм. Хĕл каçипех ниçта та пилĕке авмарăм, канмаллипех кантăм темелле. Капла пурăнса йăлăхнипе пуçа кăтăрт-кăтăрт хыçса илтĕм те пикенсех ĕç шырама пуçларăм. Ара, килте ларсан енчĕке пĕр пус та кĕмест. Нухрачĕ вара кирлĕ: çутăшăн та, газшăн та тÿлемелле тата ытти тăкак та тупăнсах тăрать. Ялсенче пурăнакансенчен çуррине яхăн вăй питти арçынĕ-хĕрарăмĕ ытти тăрăха ĕçе çÿрет. Эпĕ вĕсенчен мĕнпе кая?

Фирмăсем сĕнекен хама килĕшекен ĕçсене шĕкĕлчеме тытăнтăм. Темĕн те пур, темĕн те сĕнеççĕ. Тăрăшни сая каймарĕ, тупрăм хам валли, ĕçе ăсатаканнипе калаçса татăлтăмăр. Вăл инçе çула тухма мĕн-мĕн илмеллине ăнлантарчĕ. Киле çитсен чăлантан пысăк сумкăна сĕтĕрсе кĕтĕм те чыша-чыша тумтир тултартăм, хырăнмалли-çăвăнмалли хатĕрсене те манмарăм, кашăк-чашăк та илтĕм. Ун пек çĕре ĕçлеме кайса курман-ха та, мĕн кирлĕреххине те пĕлсех пĕтерейместĕп, пĕрле илнĕ япала ытлашши пулмĕ-ха тесе хама лăплантаратăп. Çула тухмалли кун часах çитрĕ. Кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлне Шупашкара çитмелле. Кая юласран шикленсе тĕп хулана палăртнă вăхăтран самай маларах пырса чарăнтăм. Ман пеккисем кунта татах та пур. Вĕсем те пысăк укçа шырама тухса каяççĕ. Пĕр-пĕринпе паллашатпăр: республикăн тĕрлĕ районĕнчен килнĕ, çамрăксем те, çулланнисем те пур. 14 сехетре пире илме автобус килсе чарăнчĕ. 14 арçын вырнаçса лартăмăр та инçе çула тапрантăмăр. Пире пĕр пĕлмен хула кĕтет. Унран та ытларах мана сĕт-çу комбинатĕнчи ĕç-пуç кăсăклантарать. Мĕн ĕçлеттерĕç, ăçта пурăнма вырнаçтарĕç?.. Грузчикра вăй хума тивет тесе каларĕç-ха та, пĕлсе пĕтер унта.

Инçе çула кĕскетсе, автобусра тĕлĕркелесе çитес çĕре çитрĕмĕр. Пурăнма общежитие вырнаçтарчĕç, пÿлĕмре виçшерĕн. Каннă хыççăн вырăна илсе кайрĕç. Кунта вара ĕç вĕресе çеç тăрать. Вырăнти пуçлăхсемпе канашланă хыççăн мĕн ĕçлесси паллă пулчĕ: йогурт, тăпăрчă тунă çĕрте тар тăкмалла, нимĕнле грузчик та мар. Цехсенче агрегатсен шавĕ хăлхана çурать, пĕр-пĕринпе кăшкăрса калаçмалла. Пире тĕрлĕ цеха пайласа ячĕç. Пуçланчĕ вара хĕрÿ ĕç тапхăрĕ, ларса канма, сăмах çаптарма та вăхăт çук. Вăт пысăк укçа енчĕке мĕнлерех кĕрет иккен! Паллах, çăмăл мар. Анчах кунта эпир нăйкăшма килмен - ĕçлеме! Апла пулсан чăтасах пулать. Пĕрремĕш ĕç кунĕ чиперех иртсе кайрĕ, пурте ĕшеннĕ, çапах пĕр-пĕрне каласа кăтартмалли пурах.

Кунсем хăй еккипе шăваççĕ. Туртакансен пирусĕсем пĕтсе пыраççĕ, туянма вара укçисем хĕсĕкрех. Мастерсемпе калаçса аванс ыйтрăмăр. Хирĕçлемерĕç. Анчах çакă пысăк йăнăш пулчĕ, укçан пысăкрах пайĕ эрех туянма кайрĕ /«ăслăраххисем» аптекăна чупатчĕç/. Хăшĕ-пĕри ăна «симĕс çĕлен» туянсах пĕтерчĕ, ĕçе каймалли пирки те манчĕ. Укçа «çапма» килнĕ арçынсем эрех шурлăхне путрĕç. Малтан пиллĕккĕшĕ хăйсем урăх ĕçлеймессине туйса каялла кайрĕ, тепĕр икĕ-виçĕ кунтан тата 4-шĕ çула тухрĕ. Йыш пĕчĕкленсех пычĕ. Чăтăмлисем виççĕн çеç юлтăмăр. Килĕсене каятпăр тесе тухса кайнисенчен пĕри больницăна çакланнă, теприне полици ĕçченĕсем общежитирен ноутбук вăрланă тесе шырама пуçланине пĕлтĕмĕр.

Ĕçлесе пĕтермесĕр пăрахса кайнисем килĕсене çитсен мĕн тесе каланă-ши? Укçа тÿлемеççĕ тенĕ-ши е улталама урăх сăлтав шыраса тупнă-ши? Ĕçлес вырăнне ĕçсе выртас пур инçе çула тухмаллах пулнă-ши çак çынсен? Килтех черкке пушатса пурăнма пулать-çке. Ĕçлесе таврăнсан та вĕсен укçи эрех-сăра туянма çеç каятчĕ пулĕ ĕнтĕ. Нумайăшĕ ютран таврăнсан пуçĕпех эрех шурлăхне путни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Нивушлĕ вĕсем «симĕс çĕлен» туянмалăх нухрат ĕçлесе илме çеç инçете каяççĕ? Вун-вун ыйту çуралать. Шел, хуравĕ вара çук.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.