Комментировать

12 Окт, 2017

Çамрăксем Сочине васкаççĕ

Паян çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери фестивальне хутшăнакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çула тухрĕ. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочири Пысăк пăр керменĕнче старт илекен мероприятие 180 çĕршыври 20 пин ытла çын пухăнĕ.

Чăваш Ен чысне унта 18-35 çулсенчи 125 çамрăк хÿтĕлĕ. Мероприятисене йĕркелесе пыма çавăн пекех пирĕн республикăри 60 волонтера явăçтарнă. Вĕсен йышĕнче — тĕрлĕ вĕренÿ учрежденире пĕлÿ илекен студентсем, тĕрлĕ предприятипе организацире ĕçлекенсем, тĕрлĕ конкурспа олимпиадăсене палăрнисем, врачсем, вĕрентекенсем, çамрăк ученăйсем тата ыттисем.

"Пур сферăпа отрасль çамрăкĕсене пухрăмăр. Шупашкарти кашни вĕренÿ учрежденийĕпе предприятие çитсе килтĕмĕр, çамрăксене фестиваль çинчен каласа кăтартрăмăр. Чи маттуриисем хушшинче чи лайăххисене суйларăмăр. Эрне хушшинче ятарлă курссенче вĕренчĕç", — пĕлтерчĕ Чăваш Ен делегацийĕн ертÿçи, ЧР Вĕренÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Анна Головина.

Чăваш çамрăкĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев телейлĕ çул сунчĕ. Сăмах май, фестиваль вăхăтĕнче пирĕн çĕршыври регионсен пурнăçĕпе паллаштаракан ятарлă курав ĕçлĕ. Унта Чăваш Ен экспозицийĕ те пулĕ.

Пĕтĕм тĕнчери фестиваль юпа уйăхĕн 21-мĕшĕччен пырĕ.

 

Рубрика: