Комментировать

11 Окт, 2017

"Асам" кинофестиваль асамлăх сĕнĕ-и кăçал?

Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕ кăçал та пулĕ. Ăна хальхинче чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Фестиваль "Çеçпĕл" кинотеатрта уçăлĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ çак эрнере Чăваш Енĕн культура министрĕпе Константин Яковлевпа тĕл пулнă (сăн ÿкерчĕкре), мероприятипе çыхăннă самантсене сÿтсе явнă.

Чăваш Енри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Олег Цыпленков "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, республикăн Культура министерстви фестивале ирттерме укçа уйăрса пулăшĕ. Чăваш киноне аталантарассишĕн чунне çунтаракан çак çын пĕлтернĕ тăрăх, малашне фестивале икĕ çулта пĕрре йĕркелесси пирки шухăшлаççĕ. "Кино ÿкерес ĕç çăмăл мар тата хăвăрт пулмасть", - тет Олег Михайлович. Фестивале йĕркеленĕ малтанхи çулсенче программăна иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче ÿкернĕ киносене йышлă кĕртнĕ те халĕ урăххисем кирлĕ.

Чăваш кинематографистсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Шупашкарта иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте хамăр патри ĕçсене кăтартма пуçлани те пысăк çитĕнÿ тесе шухăшлать. Чăн та, 2014 çулта кинематографистсен пĕрлешĕвне йĕркелесен çĕнĕ организаци Шупашкарти кинофестиваль йĕркелÿçисем патне тÿрех сĕнÿпе тухнă, унта вĕсен шухăшне шута илнĕ. Апла пулин те "Асам" кинофестиваль те хăйĕн ĕçне малашне те тăсасшăн.

Киноÿнерĕн хальхи фестивалĕнче çĕнĕ ятсем те пулĕç. Сăмахран, Етĕрне районĕнчен Николай Федоров, Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Александр Шумов хутшăнас кăмăллине пĕлтернĕ. "Ĕçсене малалла йышăнатпăр-ха, тăратма кая юлман-ха", - терĕ "Хыпар" издательство çуртне Олег Цыпленков.

Хальхинче кинофильмсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Чăваш киноискусствине аталантарма тÿпе хывнă фильмсене уйрăммăн палăртĕç. Фильм авторĕсемпе тĕл пулусем, хăтлавсем тата мастер-классем иртмелле. Фильмĕсене Чăваш Енĕн Наци вулавăшĕнче, «Çеçпĕл» кинотеатрта тата Электрон документацийĕн архивĕнче тÿлевсĕр кăтартĕç.

 

 

Рубрика: