Комментировать

10 Окт, 2017

Мĕншĕн йÿнĕллех сутатпăр?

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — Патăрьел районĕнчи мĕн пур йышши хуçалăхсенче пĕлтĕр севок 165 гектар çитĕнтернĕ. Кашни гектартан вăл вăтамран 180 центнер тухнă, 2970 тонна пухса илнĕ.

— Статотчета кĕменнине хушсан пĕтĕмпе 10-11 пин тонна, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Леонид Кузнецов севок çитĕнтерекен хресчен- фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче бизнес инкубаторĕнче ирттернĕ калаçура. — Раççейре пуçлă сухан çителĕклĕ ÿстерме севок çуллен 30-35 пин тонна кирлĕ. Пĕр пайне федерацин темиçе субъектĕнче туса илеççĕ, теприне чикĕ леш енчен турттараççĕ. Çĕршыва кирлĕ калăпăшăн 30% — Патăрьел районĕн тÿпи.

Тен, çак сăмахсем чăнлăхпа килĕшсе тăнине вулакансем ĕненмеççĕ. Совет тапхăрĕнче районта севок вăрлăхĕ /чернушка/ акассипе ял хуçалăх организацийĕсем тĕп вырăн йышăннă. 1990-2000 çулсенче вĕсенчен чылайăшĕ салансан е вăйсăрланса юлсан севок ял-йыша пысăк тупăш паракан çăл куçсенчен пĕри пулса тăнă. Халĕ Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи кил хуçалăхĕсенче нумай ÿстереççĕ. Туçа ял тăрăхĕнче пурăнакансем те вĕсенчен ырă тĕслĕх илеççĕ. Асăннă культура Нăрваш Шăхаль, Тур-хан, Аслă Чемен, ытти ял тăрăхĕнче сарăлнă. Иртнĕ çулсенче Комсомольскипе Елчĕксем те лаптăка ÿстернĕ.

Чăвашстат кăтартăвĕ тăрăх — Патăрьелсен кăçал севок 405 гектар е пĕлтĕрхинчен 2,45 хут ытларах йышăннă, 4860 тонна е пĕлтĕрхинчен 1890 тонна нумайрах пухса кĕртнĕ. Лаптăкпа калăпăш мĕншĕн чылай пысăкрах-ха? Райадминистраци çирĕп ыйтнăран иртнĕ çулсенче севока статотчета кĕрттермен кил хуçалăхĕсемпе парлак çĕре сухаласа чернушка акнă фермерсен лаптăкĕсене шута илтернĕ.

— Çапах пурне те учета кĕртсе пĕтереймен- ха, — пĕлтерчĕ Леонид Кузнецов. — Унтан юлни 300 гектартан сахал мар. Çапла вара районта кăçал севок 705 гектар пуçтарăннă. Тухăçĕ пĕлтĕрхинчен кая мар — кашни гектартан вăтамран 180 центнер. Сутма 12690 тонна — иртнĕ çулхинчен ытларах — хатĕрленĕ.

Кăçал район иртнĕ çулхинчен нумайрах ăсатма пултарать. Чăн та, Раççее Канадăран, Голландирен, ытти çĕршывран севок турттаракансем рынока самаях пысăклатаççĕ, регионсенче севок туса илекенсен кĕсйине кĕмелли укçана сахаллатаççĕ. Вĕсем Патăрьелсемшĕн те — конкурентсем.

— Севок ÿстерекен фермерсен усă куракан кашни гектар çĕр пуçне, мелиораципе инвестици программисемпе, ытти енĕпе патшалăхран субсиди илес тесен чи малтанах статистика ыйтакан отчета çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕнче хатĕрлесе памалла, — ăнлантарчĕ Леонид Валерьевич. — ХФХсен бюджет тата унăн тулашĕнчи фондсен умĕнче пĕр пус парăм та ан пултăр. Фермер отчет тăратса республикăн Ял хуçалăх министерствине продукци тата унран тупăш илнине çирĕплетет. ХФХра вăй хуракансен кашни уйăхри шалăвĕ чи пĕчĕк ĕç укçинчен 1,5 хут пысăкрах пулмалла. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăл 7800 тенкĕпе танлашать. Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕччен пурин те район администрацийĕн ял хуçалăх пайне продукци мĕн чухлĕ туса илнине, çирĕплетнĕ формăри ыйтусене хуравласа пĕлтермелле.

Пĕлтĕр район ĕçченĕсем статотчета кĕнĕ кашни гектар çинче ÿстернĕ севокран вăтамран — 164400, 165 гектартан 27,126 млн тенкĕ тупăш илнĕ. Кашни гектар кăçал та 164400 тенкĕ услам парсан 405 гектартан района 66,582 млн тенкĕ килĕ. Ку чăннипех те пысăк укçа.

Хальлĕхе ку илĕртÿллĕ тĕллев çеç-ха. Ăна пурнăçлассишĕн мĕн тумаллине тĕплĕн сÿтсе яврĕç калаçăва хутшăннисем. Районта туса илекен кашни килограмм севокăн вăтам хăй хаклăхĕ 15 тенкĕпе танлашать. 2017 çул пуçламăшĕнче пĕр хушă ăна 50-60 тенкĕлле сутса тупăш лайăхах тунă. Анчах севокçăсен пĕр ушкăнĕ ыттисенчен маларах ăсатса сутлăх хака антарнă. Продукци туянма килнисем çакна çеç кĕтнĕ — хака йÿнетнĕ, севока туртсах илнĕ.

— Азербайджанран Туçа ял тăрăхне 30 ытла фура килчĕ, — пĕлтерчĕ Иван Бельдеков фермер. — Тĕрĕсех: малтанхи тапхăрта кашни килограмшăн 50-60 тенкĕ тÿлерĕç. Каярахпа пирĕн продукцие тиркесе хăйсем хак лартрĕç, 40-45-шер тенкĕ кăна пачĕç. Азербайджанри хуçисене 60-шар тенкĕлле сутаççĕ. Пирĕн патран унта леçнĕшĕнех кашни килограмран 15-20 тенкĕ тăваççĕ. Эпир, лăш курмасăр çăвĕпех ĕçлекенсем, вĕсене хирĕç нимĕн те тăваймарăмăр. 2018 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа туянма килекенсем сутлăх хака 40 тенкĕрен те чакарас хăрушлăх пур. Ăна пĕчĕклетме парар мар!

— Яла фурăсем килсен: «Пирĕн севок хăй хаклăхĕ 7 тенкĕ те 50 пус кăна. Çавăнпа кашни килограма 20 тенкĕлле мар, 16-пах парса яратпăр», — тенĕ хăшĕ-пĕри, — калаçăва хутшăнчĕ Анат Туçари Александр Перепелкин фермер. — Çав хăй хаклăха мĕне тĕпе хурса шутласа кăларнă? Çĕре сухаласа-кăпкалатса, севок акса, ÿстерсе, пухса, çынсене ĕç укçи тÿлесе пулакан пĕтĕм тăкака шута кĕртменни куç кĕрет. Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче хака 55-60 тенкĕ шайĕнче тытса тăратпăр терĕмĕр. Часах пĕри те тепри сăмаха çилпе вĕçтерчĕ. Çитес çул пуçламăшĕнче паян палăртнă хакран каялла чакмастпăр!

— Севок туса илекенсен пурин те пĕр шухăшлă пуласчĕ, — терĕ Çĕнĕ Ахпÿртри Евгений Мартышкин фермер. — Анчах мĕншĕн чăмăртанмастпăр? 2017 çул пуçламăшĕнче паянхи пекех пуçтарăнса сутлăх хака сÿтсе яврăмăр. Пĕри: «Манăн севок нумай. Эсир сĕнекен сутлăх хакпа мĕнле сутса пĕтерем?» — тени часах хăлхана кĕчĕ. Хамăра хамăр мĕншĕн суятпăр? Техника, удобрени, чернушка, ытти ресурс хакланнăçемĕн 2018 çулта севок хăй хаклăхĕ татах ÿсесси халех паллă. Çавăнпа сут-лăх хака хамăр тăкаксене саплаштарма, пурлăх никĕсне çирĕплетме май паракан шайра тытса тăмалла. Килсе туянас текенсем ăна çине тăрсах пĕчĕклетме ыйтаççĕ. Вĕсене итлемелле мар.

«Çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва хутшăннă фермерсем районти мĕн пур йышши хуçалăхсене кĕркуннехи тапхăр валли çаврака сарă севокăн сутлăх хакне — 40, тăрăхла сарринне — 45, хĕрлинне — 50, вĕсен çурхи хакĕсене 50, 55 тата 60 тенкĕ тума сĕнчĕç, севок сутассипе çыхăннă ыйтусене кашни ялтах сÿтсе явма чĕнсе каларĕç. Малалла вулас...

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.