Комментировать

9 Окт, 2017

Яла кайсан мĕн куртăм?

Çулла яла çитсе килме тĕв турăм. Ялан хваттерте ларса пулмасть-ха, ура утнă чухне çине тăрсах çула тухрăм. Хуларан Нюшкассине каякан автобусран Пуянкасси сăртĕнче анса юлсан çуралнă яла сукмакпа уттартăм.

Таврари илем чуна çĕклет. Тÿпене хупăрланă çумăр пĕлĕчĕсем йĕпхÿ пек пĕрĕхтерсе илчĕç те анăçалла кайса çухалчĕç.

Акă умра — Теренти пиччесен пахчи вĕçĕпе тухакан çырма урлă хывнă кĕпер. Унăн аял енĕ çÿп-çаппа тулса ларнă. «Кунта килтех мар-ха, темĕн хăтланма та юрать», — тенĕ пулас. Сăмах май, çакăнта РСФСР тата Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Терентьев выляса ÿснĕ. Халĕ вăл çакна курсан кăмăлсăр юлнă пулĕччĕ.

Çакнашкал ÿкерчĕк чуна пăлхатрĕ. Мĕн авалтан ялта пурăнакансем урамсене, çурт умĕсене шăлса тасатса тăнă. Ку халĕ те çавăн пекех. Пурнăç çĕнелсе улшăнни куç кĕрет: пысăк та çĕнĕ çуртсемпе капăрланса пырать тавралăх.

Ялăн хĕвел тухăç енче Павар кати çумĕнче вырнаçнă масарта пултăм. Пирĕн несĕлсем канлĕх тупнă вырăна тирпей-илем кĕртме тăрăшни курăнать. Пырса кĕнĕ çĕрте контейнер лартса панă. Çырма урлă тÿртен çÿреме каçма хывнă.

Тавралăхпа паллашнă май ката пуçĕнче пушă кĕленчесене асăрхарăм. Кунта çамрăксем шашлăк пĕçерме, эрех-сăра ĕçме килеççĕ пулас.

Экологи çулталăкĕ пулнă май çывăхри çырмасене, катасене, çăлсене йĕркене кĕртесчĕ. Кирек епле пулсан та хамăр ята ярас марччĕ. Тăван тавралăх илемĕпе пуянлăхĕ — хамăршăн. Хăтлăхпа йĕркелĕхе упрас ĕçре ял администрацийĕ те пулăшма пултарĕ.

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.