Комментировать

6 Окт, 2017

Çирĕп вăй-халлă та ăслă пулар!

Кире пуканĕ спорчĕн историйĕнчен

Тимĕр вăййипе туслă пăхаттирсен тупăшăвĕсене пирĕн республикăра иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче йĕркелеме тытăннă. Малтанхи ăмăртусем вăйăсемпе Акатуйсенче иртнĕ. Ку енĕпе Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк тата Етĕрне тăрăхĕсенче пурăнакансем ытларах палăрнă.

Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн хальхи кун-çулĕ 1962 çулта çырăнма тытăннă: ун чухне ăмăртусен йĕркине çирĕплетнĕ. Республика чемпионĕн тата рекордсменĕн ячĕсене Етĕрне районĕнчи Якунин ячĕллĕ колхоз председателĕ Виктор Захаров, унăн вĕренекенĕ Юрий Игнатьев, Патăрьелти апат-çимĕç комбиначĕн ĕçченĕ Федор Моисеев, Шупашкарти педагог Аверкий Абрамов, Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикин рабочийĕ Георгий Портнов тата ыттисем чи малтан тивĕçнĕ. 70- мĕш çулсенче «Урожай» спорт обществин чемпионатĕнче тата Пĕтĕм Раççейри турнирта Тăвайри Альфред Пимулин, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль каччи Николай Трифонов тата Елчĕкри Анатолий Горшков палăрнă. Вĕсем кире пуканĕ спорчĕпе туслă чăвашсенчен СССР спорт мастерĕн нормативне чи малтан пурнăçланă.

1984 çулта «Коммунизм ялавĕ» /халĕ — «Хыпар»/ хаçат редакцийĕ пуçарнипе республикăра Пĕтĕм Раççейри ăмăрту ирттерме пуçланă. Унта пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан кире пуканçăсем хутшăнаççĕ.

«Хăй вăхăтĕнче ăмăрту çĕнтерÿçин ятне Украина тата Казахстан пăхаттирĕсем те çĕнсе илнĕ. 34 çулта «Хыпар» турнирĕ паллă вун-вун спортсмена çитĕнтерчĕ. Вĕсенчен пĕри — Борис Глинкин. Ку ăмăртура вăл 16 хут çĕнтернĕ. Пĕтĕм Раççейри турнирăн пьедесталĕ çине темиçе хут та çĕкленнĕ Юрий Карповăн, Валерий Притуленкăн, Владимир Шуряковăн, Владимир Понихидкинăн, Бронислав Черновăн, Анатолий Павловăн тата ыттисен ячĕсем спорт историне ĕмĕрлĕхе çырăнчĕç. Паянхи кун та «Хыпар» турнирĕ çамрăк тата вăй питти ÿсĕмри спортсменсен ăсталăхне кăтартмалли тĕп ăмăртусенчен пĕри шутланать», — терĕ РФ физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров.

«Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир кăçал юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерне тата РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова /Куславкка — Санкт-Петербург/ çирĕплетнĕ.

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.