Комментировать

5 Окт, 2017

«Хыпар» парнисемшĕн тупăшĕç

«Хыпар» Издательство çурчĕ Пĕтĕм Раççейри турнира ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртĕ.

Хальхинче кире пуканне йăтакансем «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçессишĕн те ăмăртĕç. Халĕ йĕркелÿ комитечĕ ăмăртăва хутшăнакансенчен заявкăсем йышăнать. Раççейĕн 20 регионĕнчи спортсменсем турнира хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ ĕнтĕ. Сăмах май, нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕ арçын спортсменсен ТОП-10 списокне хатĕрленĕ. Унта пирĕн ентеш Алексей Иванов та лекнĕ. Тĕнче класлă спорт мастерĕ 73 килограмм тайманнисен виçе категорийĕнче 203,5 очко пухнă, çапла майпа вăл ТОП-10 списокăн 9-мĕш йĕркине йышăннă. Алексей «Хыпар» хаçатăн турнирĕнче темиçе хутчен те çĕнтернине палăртмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.