Черет пур-ха
ЧР Юстици министерствинче Патăрьел, Муркаш, Етĕрне районĕсен представителĕсемпе черетлĕ лару иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту — нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕпе вăхăтра тивĕçтересси.
Ыйтăва татса пама районсенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн категорине улăштарса çемьесем валли лаптăксем хатĕрлеççĕ. Уйрăм çурт-йĕр çавăрма 288 участок йĕркелемелле, çав шутра Патăрьел районĕнче — 76, Муркаш енче — 150, Етĕрне тăрăхĕнче — 62. Ларура çак ĕçе хăвăртлатма ыйтнă.
Кăçалхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăра çĕр участокĕ уйăрса пама 10066 нумай ачаллă çемьене шута илнĕ. Çав шутра 5988-ăшĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Улатăр, Шăмăршă районĕсенче вара черет çук. Канаш /99%\, Хĕрлĕ Чутай /96%\, Куславкка /95%\, Пăрачкав /92%\ районĕсенче те кăтарту лайăх.