Комментировать

3 Окт, 2017

Çичĕ халăх уявĕ

Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕнче наци культурисен «Çичĕ чечек» фестивалĕ иртнĕ.

Трактор тăвакансен культура керменĕн ĕçченĕ Василий Сорокин пĕлтернĕ тăрăх — уява тĕрлĕ регионтан 100 ытла çын хутшăннă. Чăваш, вырăс, пушкăрт, тутар, çармăс, ирçе, удмурт халăхĕсен пултарулăх коллективĕсем уява илемлĕ юрри-ташшипе пуянлатнă, хăйсен йăли-йĕркипе паллаштарнă, вĕсен хитре тĕрри-эрешне куракансем хак панă. Культура керменĕн тĕп сцени çине Тутарстанри «Лейсан», Мари Элти «Савак кундем», Чулхулари «Чарочка», Мордовири «Морамо» тата Чăваш Енри «Кăмăл» ансамбльсем тухнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.