Комментировать

2 Окт, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕ ветерансене ăш пиллĕ тĕлпулăва пухрĕ

Паян "Хыпар" издательство çурчĕ кунта тĕрлĕ çулта ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури ветерансене Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе пухрĕ. "Паянхи тĕлпулу репетици пултăр", - ăшă кăмăлпа каларĕ уява пухăннисенчен пĕри, хальхи "Хыпар" хаçатра 1966 çулта ĕçлеме пуçланă Леонид Павлов художник.

Аслă çулхисемпе паян ĕçлекенсен ăшă тĕлпулăвне издательство çурчĕн директорĕнче - тĕп редакторĕнче кăçалхи нарăс уйăхĕнченпе ĕçлекен Татьяна Вашуркина хăйĕнпе тата  кунти ĕç-пуçпа паллаштарнинчен пуçларĕ. Кĕске вăхăтрах "Хыпар" издательство çурчĕ республикăн Информаци политикин тата массăллă коммуникаци министерствин ултă грантне 2 миллиона яхăн тенкĕлĕх çĕнсе илнĕ. Вăл укçана организацин пурлăх базине пуянлатма: 15 компьютер, çĕнĕ йышши 14 диктофон, фотоаппаратсем, планшетсем, сканер, принтер, ноутбук, сервер - туянма уйăрнă. Издательство çурчĕ пÿлĕмсемпе тухăçлă усă курассипе те çине тăнă май пушшисене тара парать. Тепĕр майлă каласан, çакă та издательство çурчĕн тăкакĕсене чакарма, укçа ĕçлесе илессине ÿстерме май парать. Хаçат-журнала халăхра сарассипе те çанă тавăрса ĕçлеççĕ: "Хыпар" хаçатăн кăçалхи иккĕмĕш çур çулхи тиражне, сăмахран, пĕлтĕрхи çав тапхăринчен ÿстерме май килнĕ.

Ветерансем хăйсем вăй хунă çулсене, пĕлĕшĕсене, ĕçтешĕсене чунтан аса илчĕç. Людмила Яковлева корректорăн мăшăрĕ Иван Яковлев та кунта хаçатçăра тăрăшнă. Халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Ун пеккисем татах пур. Вĕсене аса илсе самантлăха ура çине тăчĕç пухăннисем. "Капкăн" тата "Тăван Атăл" журналсенче ĕçленĕ Владимир Кузьмин ĕнерхи "Хыпарпа" (ун чухне вăл "Чăваш коммуни" ятлă пулнă) 1944 çулта, хăй çиччĕре чух, паллашнине аса илчĕ. Юрий Сементер поэт Порфирий Афанасьев саламне илсе çитерчĕ.

Чылай çул ун пек курнăçусем йĕркелемен  пулин те (çакна издательство çурчĕн директорĕн - тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов пĕлтерчĕ) хисеплĕ ветерансем кăмăлтан пуçтарăнчĕç. Ырă йăлана чĕртсе тăратнă май ÿлĕмрен йыш тата та пысăкланасса шаннине издательство çурчĕн ертÿçисем те, кунта хăй вăхăтĕнче ĕçленисем те палăртрĕç.

Рубрика: