Комментировать

2 Окт, 2017

Тюмень тăрăхĕнчи "Тăван" ассоциаци ватăсене тăванла саламланă

Тюмень облаçĕнчи чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕ вăл тăрăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, хастар ватăсене Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕпе саламланă. Вĕсене пĕрлĕх облаçри центрта ĕнер пухнă.

Тюмень тăрăхĕнчи тăнлавне пас тытнă йăхташăмăрсен ячĕпе Геннадий Афанасьев поэт ятарласа сăвă çырнă. Ассоциаци ертÿçи Ираида Маслова "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, çурçĕрте пурăннă Тутарстан чăвашĕ Тюмене пĕлтĕр куçса пынă. Сăввисене вырăсла çырать. Хальлĕхе унăн пĕр кĕнеке пичетленнĕ. Иккĕмĕшне кун çути кăтартма "Тăван" ассоциаци тата Тюмень облаçĕн Думин депутачĕ Артем Зайцев чăваш пулăшĕ. Геннадий Афанасьев ватăсене хисеплесе ятарласа шăрçаланă сăвва вуланă.

"Тăван" ассоциаци ертÿçи Ираида Маслова ватăсене усăллă канашшăн, йывăр самантра пулăшнăшăн тав тунă. Тюмень тăрăхĕнчи ытти хастар чăваш та çулланисене сума сунине палăртнă. Уяв ячĕпе "Тăван" ансамбль илемлĕ юрăсемпе саламланă.

 

Рубрика: