Комментировать

30 Апр, 2014

Ĕçе çăмăллатаççĕ

Чăваш кĕнеке издательстви çĕр-шыври учебниксем кăларакан издательствăсемпе тахçанах тачă çыхăну йĕркеленĕ. 2013 çулта "Просвещение" издательствăпа калаçса татăлса федерацин 12 учебникне пуçламăш шкул вĕренекенĕсем валли чăвашла куçарса кăларнă.

Халĕ ачасен портфелĕсем пĕрремĕш хут математика /авторĕсем М.Моро т.ыт./ тата "Окружающий мир" /1-4 классем валли, А.Плешаков/ учебникĕсем валли чăвашла хатĕрленĕ ĕç тетрачĕсемпе пуянланĕç. Вырăсларан вĕсене Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕсем Р.Крысина, А.Владимирова, Н.Вечеркина куçарнă.

Икĕ пайран тăракан "Пирĕн тавралăх" ĕç тетрадьне пуçламăш пĕлĕвĕн патшалăх стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Унта ачасен вĕренÿ ĕç-хĕлне йĕркелеме пулăшакан хăнăхтарусене кĕртнĕ, сăнавсемпе опытсен, пултарулăх ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсене палăртма сĕннĕ. Килте ĕçлеме "Ăслăлăх дневникĕ" /тетрадĕн 1-мĕш пайĕнче/ пур. Ĕçсене ачан çулталăк тăршшĕпе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурнăçламалла.

Математика тетрачĕсем вĕренекенсене /уйрăмшарăн, ушкăнпа е пĕтĕм класпа/ урокра çеç мар, килте те хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарма тивĕç. Материалсене М.Моро, М.Бантова, Г.Бельтюкова, С.Волкова, С.Степанова авторсен "Математика" учебникĕн курсĕпе шайлашуллăн вырнаçтарнă. Кашни темăпа уйрăм хăнăхтару хатĕрленĕ. Тетраде ачасене сăнама вĕрентекен, ас тăвăмне, шухăшлавне аталантаракан хăнăхтарусем кĕртнĕ.

Учебникпе, ĕç тата ахаль тетрадьсемпе пĕр харăс усă курни вĕрентÿ юхăмне çĕнетсе лайăхлатма май парĕ. Сăмах май, математикăн ĕç тетрачĕсемпе ытти авторăн кĕнекисемпе вĕреннĕ чухне те усă курма пулать.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.