Комментировать

28 Сен, 2017

Йывăрлăха парăнмасăр...

Шупашкарти интернат шкулта вĕренекен Света Михайлова ачаранпах япăх курать. Апла пулин те вăл пурнăç йывăрлăхĕсене парăнтарса яланах савăнма тăрăшать. Хĕрĕн пушă вăхăт çукпа пĕрех: уроксем хыççăн вăл спорт секцине васкать. 7 çултах спортпа туслашнă хĕрĕн пухмачĕнче паян — вун-вун медаль. 15-ри атлет Зоя Егорова вĕрентекен пулăшнипе спортра пысăк çитĕнÿсем тăвать.

Ĕнер Çĕнĕ Шупашкарта япăх куракан ачасен Пĕтĕм Раççейри спартакиади старт илчĕ. РФ куç курманнисен спорчĕн федерацийĕпе Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществи пуçарнипе 2000 çултанпа иртекен ăмăртăва 35 регионти 650 çын хутшăнать. 8-17 çулсенчи спортсменсем ишес енĕпе, дзюдо, мини-футбол, çăмăл атлетика тата шахмат турнирĕсенче тупăшаççĕ. Тăватă кун пыракан ăмăрту программи пуян. Тупăшусемпе тренировкăсем хыççăн ачасем музейсене кайса кураççĕ, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе паллашаççĕ, паллă спортсменсем ăсталăх сехечĕсем ирттереççĕ.

— Спорт пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Вăл мана пурăнма вăй-хал парса тăрать. Мĕн пĕчĕкрен аннепе бассейна çÿренĕрен ишме кăмăллатăп. Темиçе çул каялла ишекенсен секцине çырăнтăм. Ăмăртусене хутшăнни мана хавхалану кÿрет, — пĕлтерчĕ 12-ри Иван Архипов. Самар хулинчен килнĕ арçын ача Паралимп чемпионĕ пулма ĕмĕтленет.

— Сусăррисене хăйне евĕрлĕ çынсем теççĕ. Чăн та, вĕсем сывă çынсенчен уйрăлса тăраççĕ. Çапах вĕсем ырă-сывă хăш-пĕр çынран чăтăмлăрах тата тĕреклĕрех. Ачасем ăмăрту е тренировка вăхăтĕнче ал-урине амантни пулать. Вĕсем нăйкăшса ларма хăнăхман. Суранĕ иртнĕ-и, иртмен те-и — тепĕр кунхинех тренировкăна васкаççĕ, — терĕ Дагестанран килнĕ Дамир Халитов тренер. Вăл юлашки çулсенче сусăррисен спортне аталантарас тĕлĕшпе патшалăх ырă ĕçсем тунине палăртрĕ: спорт керменĕсенче сусăрсене тренировка ирттерме тата ăмăртусене хатĕрленме услови туса параççĕ.

Чăваш Ен чысне 16 спортсмен хÿтĕлет. Пирĕн ентешсем шахмат, çăмăл атлетика тата ишевçĕсен тупăшăвĕсенче вăй виçеççĕ. Физкультура вĕрентекен Зоя Егорова пĕлтернĕ тăрăх — коррекци шкулĕнче виçĕ секци пур: ачасем сĕтелçи теннисла, шашкăлла выляма хăнăхаççĕ, çăмăл атлетика лапамĕнче ăсталăха аталантараççĕ. Пĕлтĕрхи спартакиадăра /вăл Ульяновскра иртнĕ/ Чăваш Ен ачисем виççĕмĕш вырăн йышăннă, вĕсем 8 «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Унта Света Михайлова, Катя Федотова, Ксения Сидоркина, Арина Леонтьева, Софья Иванова, Илья Гладков, Дмитрий Александров уйрăмах палăрнă.

РФ куç курманнисен спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Лидия Абрамова пресс-конференцире каланă тăрăх — 17 çул каялла куç курман ачасем валли фестиваль йĕркеленĕ. «Унта хутшăнакансен йышĕ çултан-çул ÿссе пычĕ, паянхи кун вăл Пĕтĕм Раççейри ăмăрту пулса тăчĕ. Ăна спорт мероприятийĕсен календарьне кĕртнĕ», — терĕ Лидия Павловна. Спартакиадăн программи çуллен çĕнелсе пырать. Кăçал ачасем мини-футбол вăййинче тупăшаççĕ. Шел те, Чăваш Енри куç курман ачасем футболла выляймаççĕ. Лидия Абрамова Шупашкарти шкул интернат валли ятарлă мечĕксем илсе килнине пĕлтерчĕ. «Тепĕр çул чăваш ачисем футбол турнирне хутшăнасса шанатăп», — терĕ вăл.

Пĕтĕм Раççейри спартакиади çамрăксене спорт çулĕ çине тăма пулăшать. Ăмăртусенче мала тухнисене Паралимп командине илеççĕ. Çапла, спартакиада çĕнтерÿçисемпе призерĕсем Паралимп вăййисенче палăрнă тĕслĕх сахал мар.

Рубрика: