«2016 çулхи чи лайăх хайлав» конкурс çĕнтерÿçисем
САЛАМЛАТПĂР!
Чăваш çыравçисен пултарулăхне ÿстерес, çырас туртăмне хавхалантарас, сăнарлă шухăшлав тĕнчин анлăшне сарас, пурнăçри çивĕч ыйтусемпе ĕçлес туртăма вăйлатас тесе «Тăван Атăл» журнал çулсерен конкурс йĕркелет. 2015 çулта «Литература çулĕнчи чи лайăх хайлав», иртнĕ çул «2016 çулхи чи лайăх хайлав» ятпа иртрĕç вĕсем.
2016 çулта «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ хайлавсенчен чăннипех те сăнарлă, сăмах техĕмне туйса, илемлĕ текста искусство шайне çитернĕ хайлавсенчен пĕри — Ева Лисина çырнă «Садри шăллăм, е эп Фатимана йĕртесшĕн мар» калав /1-мĕш вырăн/.
Вăхăтпа талккăш кÿлепине ырăпа усал кĕрешĕвĕн турти хушшине кÿлме пултарнă Тутарстан каччи Николай Андреев пултарулăхĕ самана концепта туллин, хăй евĕрлĕн аталантарма пикенни уççăн палăрать. Вăл «Тулли уйăх çутинче» /2-мĕш вырăн/ калавра паянхи саманана, çынра çынлăх çухалнине ĕненмелле уçса парать.
Авалхи пурнăçа сăнланă «Тор тăрăхĕнче» повесть те /3-мĕш вырăн/ — кăсăкланса вуламалли хайлав. Пушкăртстанри чăваш çыравçи Микул Ишимбай ХVIII-ХIХ ĕмĕрсен ĕмĕлкине вулакан умне ăнăçлă кăларнă. Çырас ăсталăхĕ унăн çулран-çул паркаланса пырать. Хайлав геройĕсем ĕненмелле те илĕртÿллĕ, эпиграф вырăнне илнĕ чăнлав /документри цитата/ повеçри ĕç-пуç ахаль йышши-сенчен маррине систерет.
ÇĔНĔ КОНКУРС!
«Тăван Атăл» иртнĕ çулсенче ирттернĕ конкурссем çыравçăсене хавхалану самаях кÿчĕç пек туйăнать - редакцие литература хайлавĕсем чылай килчĕç. Вĕсем журнала пуянрах, тĕрлĕ енлĕрех, кăсăклăрах тума пулăшнине, тăван литература аталанăвĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртма кăмăллă. Вулакансемшĕн те çĕнĕ хайлавсем хăйне май парне пулчĕç тесе шухăшлас килет.
«Тăван Атăл» журнал конкурса хутшăннă авторсене тав тăвать, çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсене малашне те журналта кун çути кăтартма шантарать, черетлĕ литература конкурсĕ çинчен пĕлтерет. Вăл 6 номинаципе иртĕ: 1. Проза. 2. Поэзи. 3. Публицистика. 4. Драматурги. 5. Сатира. Юмор. 6. Фантастика.
Конкурса хутшăнакан хайлавсен тематики те, калăпăшĕ те ирĕклĕ.
Ĕçсене кăçалхи авăн уйăхĕнчен пуçласа çулталăк вĕçлениччен йышăнаççĕ.
Пĕр автор пур номинаципе те хутшăнма пултарать.
Ĕçсене lrigel@rambler.ru электрон адресĕпе ярса пама е журнал редакцине /Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 301 пÿлĕм/ пырса пама юрать.
Çĕнтерÿçĕсем ятарлă диплом тата парне илме тивĕçлĕ пулĕç. Ăнăçу сунатпăр!
«Тăван Атăл» журнал редакцийĕ.