Комментировать

20 Сен, 2017

Чăваш Енри рестораторсем гастрономи туризмне аталантарасшăн

Шупашкарти кафесемпе ресторансен хуçисем гастрономи туризмне аталантарма хирĕç мар. Анчах çак ĕçе вĕсем туроператорсемпе пĕрле пурнăçласшăн.

Гастрономи туризмĕн ыйтăвне ĕнер Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн, промышленноçĕн, суту-илĕвĕн министерствинче сÿтсе явнă. Обществăлла апатлану предприятийĕсенче чăваш наци апат-çимĕçĕ кирлех тесе палăртнă унта. Кирли пĕрре-ха, анчах кунпа пĕрлех меню пуянлăхĕ, хăш-пĕр апат-çимĕçе хальхи вăхăт ыйтнине кура çĕнетесси, хаксен илĕртÿлĕхĕ, çынсене ăш пиллĕн йышăнасси пирки те шухăшламалла.

Туристсене юрама пултарнине Шупашкарти кафесемпе ресторансен хуçисем авăн уйăхĕн 21-27-мĕшĕнсенче Чăваш Енре иртекен туризм эрнинче кăтартма шантарнă.

 

Рубрика: