Комментировать

15 Сен, 2017

Районсенче

Вăрнар районĕ. Вăрнарти ача-пăча искусствăсен шкулĕнче преподавательте ĕçлекен Владислав Кудряшовăн «Тăван пÿрт урати патне таврăнсан» куравĕ уçăлнă. Ăна ăста пултарулăх ĕçне пуçăннăранпа 40 çул çитнине халалланă. Экспозицире — 42 картина. Вĕсенче Вăрнар урамĕсемпе çурчĕсем, Вурнарка шывĕ, тавралăх илемĕпе ĕлккенлĕхĕ сăнланнă. Автор хăйĕн картинисенче Кÿстÿмĕре уйрăмах пысăк вырăн уйăрнă.

Куславкка районĕ. Карач ял тăрăхĕнче тавралăха тирпей- илем кĕртессипе ĕçлеççĕ. Якунькăри кану паркне вĕтлĕхе çаврăннă Америка вĕренисене каснă. Экскаваторпа пĕвене тасатнă. Нумай çул ÿсекен чечексем акма çĕнĕ клумбăсем хатĕрленĕ. Вырăнти фермер Василий Семенов ĕçе пурнăçлама техникăпа пулăшнă.

Патăрьел районĕ. Çĕньялти Г.Айхи ячĕллĕ шкулăн спортзалĕ тĕплĕ юсав хыççăн ачасене йышăннă. Культура çуртне те юсаса çĕнетсе савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Мероприятие ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăннă. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Ыхраçырминче çĕнĕ культура çурчĕ тума пуçланă. Ăна хута яма патшалăх кăçал 15 миллион тенкĕ уйăрнă.

Красноармейски районĕ. Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕнче старостăсен ларăвĕ иртнĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Лаврентьев ертсе пынă. Андрей Валентинович ялсене тирпей- илем кĕртес, пушар хăрушсăрлăхĕпе, каçхине урамсенче электричество çутипе тивĕçтерессипе, çÿп-çап, ăпăр-тапăр тиесе ăсатассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне уявласси пирки сăмах пуçарнă. Андрей Лаврентьев пурне те Пĕтĕм Раççейри «Пурăн, вăрман!» кĕрхи акцие хутшăнма чĕнсе каланă.

Хĕрлĕ Чутай районĕ. Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче алă пуснă хушăвĕпе килĕшÿллĕн 30 вĕрентекен 20-шер пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ. Ăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче математикăпа информатикăна вĕрентекен Надежда Тимакова та тивĕçнĕ. Надежда Валентиновна тĕрлĕ проектпа конкурса хутшăннипе, автор программисем хатĕрленипе, çĕнĕ йышши технологисемпе усă курнипе палăрнă. Аса илтеретпĕр: кун пек премипе вĕрентÿ сферинчи ĕçченсене 2005 çултанпа хавхалантараççĕ.

Елчĕк районĕ. Авăнăн 12-мĕшĕнче Елчĕкре пурăнакансем Ял кунне паллă тунă. Çак кун тĕлне тĕп библиотека ĕçченĕсем «Елчĕк ен — сăн ÿкерчĕксенче» курав йĕркеленĕ. Ăна Елчĕк салине никĕсленĕренпе — 429, Елчĕк районĕ 90 çул çитнине халалланă. Экспозицире — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче тунă хура-шурă сăн ÿкерчĕксем. Выставкăри экспонатсене çĕнетсех тăрĕç.

Элĕк районĕ. Чăваш Республикин Вĕрентÿ институтĕнче иртнĕ «Чи лайăх методика ĕçĕ» республика конкурсĕнче Тавăтри «Колосок» ача садĕнче ĕçлекен Алина Комиссарова çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Пултарулăх тупăшăвне 40 педагог хутшăннă. Унта вĕсем чăвашла çырнă методика ĕçĕсене /тĕрлĕ сценари, ăсталăх сехечĕсем, дидактика материалĕсем/ тăратнă. Алина Геннадьевна шухăшĕпе, конкурса хутшăнни пултарулăха аталантарма, професси шайне ÿстерме пулăшать, ĕçлеме хавхалантарать.

Йĕпреç районĕ. Чăваш Тимеш шкулĕнче Геннадий Кириллов артистăн /литературăри ячĕ — Геннадий ВасКир/ пултарулăх ĕçĕнчи 40-мĕш сезонне уçнă. Геннадий Васильевич Ленино по-селокĕнче çуралнă, кунти шкултах пĕлÿ илнĕ. Мероприятие Юрий Кудаков композитор, сатирăпа юмор театрĕнче чылай çул ĕçленĕ Нина Изедеркина артистка, Василий Кервен поэт, Чăваш патшалăх пукане театрĕн артистки Ольга Тарасова /вăлах Чăваш наци радиовĕнче «Каçхи микс» ертсе пыракан Ольга Эветь/, Роза Степанова /Кĕлчечек/ юрăç тата ыттисем хутшăннă. Уявра автор сăввисем, юррисем янăранă, пукане театрĕн спектакль сыпăкĕсене кăтартнă.

Канаш районĕ. Шăхасанта пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Филиппов 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Иван Филипповича паллă çак кунпа вырăнти чиновниксем саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне тата парнесем панă. Шăхасанти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ ентешĕ юратакан чăваш юррисене шăрантарнă.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.