Пĕр-пĕрне хисеплер
Паянхи куна илсен чылайăшĕ пурнăçа пуянлăхра кăна курать пек туйăнать. Чи кирли — сывлăх, юрату, чун тасалăхĕ, çынна ăнланма пĕлни мар-ши? Çук, пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшмастпăр эпир. Ним çукранах кÿрентеретпĕр.
Пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшмалла, ыррине кăна сунмалла. Йывăр тесе ăссăрла ĕçсем тумалла мар. Вăл е ку çитменшĕнех кăмăла пăсса хамăра хамăр мĕншĕн асаплантармалла? Çынна кÿрентерме питех те çăмăл, каçару ыйтма вара нумайăшĕ пĕлмест. Кашни çын харпăр хăйшĕн кăна пурăнни те килĕшмест. Курнине курмăш пулатпăр, çынна вăхăтра пулăшмаллине, вĕрентмеллине аса та ил¬местпĕр. Пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе, ăнланса пурăнасчĕ.