Комментировать

14 Сен, 2017

10 медальпе таврăннă

Ĕненмелле мар пек-и? Чăнах та, Чăваш Ен атлечĕсем авăн уйăхĕн 3-10-мĕшĕсенче Венгрири Будапешт хулинче армрестлинг енĕпе тĕнче шайĕнче иртнĕ чемпионатра 10 медаль çĕнсе илнĕ. Унта 55 çĕршывран çитнĕ 1 пине яхăн атлет хутшăннă. Хăлха илтменнисен тупăшăвĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн 6 хастарĕ ăмăртнă.

Сулахай алăпа вăй виçекенсен хушшинче Рамиль Гарифуллин — «ылтăн», Дмитрий Кудряшовпа Николай Волков — «кĕмĕл», Сергей Абозин «бронза» çĕнсе илнĕ. Сылтăммипе вăй виçекенсен ăмăртăвĕ те та ăнăçлă иртнĕ. Дмитрий Кудряшов 1-мĕш вырăна тухнă. Рамиль Гарифуллин, Сергей Ванин, Николай Волков «кĕмĕллĕ» пулнă. «Бронзăна» Виталий Зудовпа Сергей Абозин çĕнсе илнĕ.

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.