Комментировать

14 Сен, 2017

27 çултах — шкул директорĕ

Çапла, çапла, кăçалтан Шупашкарти 29-мĕш шкула çамрăк директор ертсе пырĕ. Илья Тумаков çак должноçа хула администрацийĕ ирттернĕ конкурс витĕр тухса тивĕçнĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн строительство факультетĕнче специальноç илнĕскер университетри Студентсен канашĕн председателĕнче пилĕк çул ытла тăрăшнă. Вăл «Чăваш Енри православи ыр кăмăллăхçисем» общество организацине те ертсе пырать. Хастар çамрăк мĕншĕн шкулта ĕçлеме шут тытнă-ха? «Эпĕ тĕрлĕ сăлтава пула конкурсра хама тĕрĕслеме шут тытрăм. Микрорайон пурнăçне хастартарах хутшăнас туртăм та, пурнăç тăршшĕпех вĕрентекенре вăй хуракан аннен çулĕпе каяс тĕллев те çак утăма тума хистерĕç», — уçăмлатнă Илья.

Тăрăшуллă, таçта та çитме ĕлкĕрекен яшăн пушă вăхăт çукпа пĕрех, çапах вăл тупăнсан ăна тус-юлташĕпе ирттерет е пахча ĕçĕпе аппаланать. Аспирант пулнă май Илья ăслăлăх литературине тишкерет. Çывăх вăхăтра, документсемпе çыхăннă ыйтусене татса панă хыççăн, каччă çанă тавăрса çĕнĕ, яваплă должноçра тар тăкма пуçлĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.