Комментировать

13 Сен, 2017

Юрăхсăр чарусем бюджетшăн сиенлĕ

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче спиртлă продукцин вак суту-илĕвĕн калăпăшĕ пирки декларацисем панине патшалăх енчен тĕрĕслесе тăмалли йĕркене çирĕплетессине те сÿтсе яврĕç. Ку ыйтупа вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин сăмах илчĕ.

Министр палăртнă тăрăх — çак йышăну республикăри эрех сутакан 655 лицензиата тата сăра, çавăн йышши шĕвексем сутакан 1,3 пин предпринимателе пырса тивет. Пĕлтĕр асăннă декларацие тăратманшăн 41 лицензиата явап тыттарнă, кăçал — 9-шне. Адмкодексра яваплăх мерине уçăмлă палăртнă: штрафсен виçи должноçри çынсемшĕн — 5-10 пин, организацисемшĕн 50-100 пин тенкĕпе танлашать. Йĕркене çирĕплетни Экономика аталанăвĕн министерствин должноçри çыннисен тĕрĕслевсем ирттерессипе çыхăннă прависемпе тивĕçне уçăмлатĕ.

Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов суту-илĕве виçеллĕ тăвас ыйтупа кăсăкланчĕ: "Раççейре паян эрех ĕçесси кашни çын пуçне çулталăкра 15,3 литрпа танлашать. Ку енĕпе квотăсем палăртмалла мар-и?" Владимир Аврелькин татăклă хурав пачĕ: "Эпир алкоголь продукцийĕн суту-илĕвĕ тĕлĕшпе чарусем палăртма пултараймастпăр, мĕншĕн тесен ку сферăри ыйтусене федераци саккунĕсем йĕркелеççĕ. Статистикăна илес пулсан вара Раççейре çынсем эрех ĕçесси чакса пыни палăрать".

Калаçăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Сăмах халăха спиртлă шĕвексемпе иртĕхтермелли пирки пымасть. Алкоголь рынокне туллин легализацилес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Рубрика: 
Теги: