Комментировать

Чăваш кĕнеке издательствине республика хыснинчен çулсеренех укçа уйăрса тăнă. Кĕмĕле социаллă пĕлтерĕшлĕ литературăна кун çути кăтартма панă. Паян иртнĕ Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче издательствăна республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрас йĕркене ылмаштарма йышăнчĕç.

Çакăн сăлтавне республикăн информаци политикин тата массăллă коммуникаци министрĕ Александр Иванов Чăваш кĕнеке издательстви харпăрлăх формине ылмаштарнипе сăлтавларĕ. Маларах кĕнеке издательстви патшалăхăн унитарлă предприятийĕ шутланнă пулсан кăçалхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче ăна приватизацилесе акционерсен обществи туса хунă. Харпăрлăх форми ылмашнишĕн кĕнеке кăларас ĕç республикăра чарăнса лармĕ.

Сăмах май, пĕлтĕр издательствăна республика хыснинчен 4,5 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă. Вăл укçан самай пайĕ ача-пăча литературине тата чăвашла кĕнекесене пичетлеме кайнă.

Вера ТИТОВА. Enc.cap.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.