Комментировать

8 Сен, 2017

Раççейри ача-пăча хайлавĕсен антологине «Хыпар» издательство çуртĕнче ĕçленĕ çыравçа та кĕртнĕ

Çак кунсенче, авăн уйăхĕн 6-10-мĕшĕсенче, Мускавра пĕтĕм тĕнчери XXX кĕнеке куравĕ иртет. Çавна май Раççейĕн наци литературин фестивальне те (сăн ÿкерчĕкре) йĕркеленĕ. Ун вăхăтĕнче ача-пăча валли хальхи вăхăтра çыракан авторсен çĕршыври антологийĕпе паллаштарма палăртнă.

Паха кĕнекене "Хыпар" издательство çуртĕнче чылай вăхăт тăрăшнă Николай Ишентей ĕçне те кĕртнĕ. Чăваш Енри хальхи вăхăтри сăвăçсемпе çыравçăсенчен антологи çавăн пекех Николай Ытарай, Ева Лисина, Анатолий Тимофеев, Раиса Сарпи пултарулăхĕпе паллаштарать.

Маларах Раççей халăхĕсен хальхи вăхăтри поэзине пĕр çĕре пухнă кĕнеке пичетленнĕччĕ. Унта валли Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Петĕр Яккусен, Любовь Мартьянова тата Марина Карягина сăввисене суйласа илнĕччĕ.

 
Рубрика: 
Теги: