Комментировать

29 Апр, 2014

Асламас ячĕпе - фестиваль

Çак кунсенче Етĕрне хулинче чăваш музыкин республика фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ăна, "Хĕвел" ят панăскере, çак районта çуралса ÿснĕ Анисим Асламаса халалланă. Программăра чăваш композиторĕсен /Алексей Иванов, Геннадий Воробьев, Лариса Быренкова, Григорий Хирбю, Анисим Асламас/ произведенийĕсем пулнă.

Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенчи çамрăк музăкçăсем асăннă композиторсен хайлавĕсене чи лайăх юрлассишĕн, музыка инструменчĕпе калассишĕн тупăшнă. Вĕсене виçĕ номинаципе - "Фортепиано", "Халăх инструменчĕсем" тата "Ансамбльсем" - хакланă.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе хавхалантарнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.