"Сăн ÿкерчĕк кун-çулĕ"
Çапла ят панă Культура çулталăкĕнчи Пĕтĕм тĕнчери курав проектне. Вăл иртнĕ вырсарни кун хупăннă.
Унта фототехникăпа фотопичетĕн тĕлĕнмелле коллекцине тăратнă. Çав шутра: 98 фотоаппарат /вĕсене Совет Союзĕнче тата ют çĕр-шывсенче туса кăларнă/, 1912 çулта усă курнă фотокамера...
Куравçăсемшĕн "Таврăнни" пай та кăсăклă пулнă. Вăл ватă Шупашкарăн, Сĕнтĕрвăрри хулин упранса юлман архитектура палăкĕсене сăнланă сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарнă. Ытти пай та пуян содержанипе палăрнă.