Комментировать

29 Апр, 2014

Чаплă композитора халалланă

Çак кунсенче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн 90-мĕш концерт сезонĕ хупăннă. Концерта, "Савăнăç юррисем" ят панăскере, чăвашсен чаплă композиторĕ А.Г.Орлов-Шуçăм çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Программăна пĕтĕмпех Аристарх Гаврилович çырнă юрăсенчен хатĕрленĕ.

Концерт умĕн ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов сăмах каланă. Вăл композиторăн пултарулăх пĕлтерĕшĕ чăваш музыка аталанăвĕнче вышкайсăр пысăк пулнине палăртнă. ЧР Композиторсен союзĕн председателĕ, ЧР тата Раççей Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Николай Казаков, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Александр Осипов музыковед паллă ентеше ăшшăн аса илнĕ.

Куравçăсем "Савнă Чăваш Ен", "Шупашкара пухăнсан" вокалпа хореографи композицийĕсене, "Хуньăм пики хураскер", "Шăпăр кĕвви" тата ытти юрра пысăк хавхаланупа кĕтсе илнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.