Хăнара – Грузи кинематографисчĕсем
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкара Кутаиси хулинчен Цискара Пачули режиссерпа Важа Чикваидзе актер килнĕ.
«Чăвашфильм» киностуди пуçарнипе йĕркеленĕ тĕлпулура хăнасем виçĕ çул каялла уçнă «Цискара» киностуди тата хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă, грузин халăхĕн кун-çулĕпе пурнăçне сăнлакан кĕске метражлă «Венец, принесенный в жертву» фильмне презентациленĕ.
Çĕнĕ фильма ЧР Наци библиотекинче иртнĕ кино уявне пухăннисем — грузинсен диаспорин представителĕсем, чăваш кинематографисчĕсем, студентсем — курнă. Грузи кинематографисчĕсен ĕçне ЧР Халăхсен ассамблейин ĕç тăвакан директорĕ Владимир Васильев, ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков, Юрий Спиридонов режиссер пысăк хак панă.