Комментировать

29 Авг, 2017

Шалу парăмĕ чакĕ-и?

Республика çыннисем ĕç укçине вăхăтра илеççĕ-и? Вăл е ку сăлтавпа тытса шалăва катмаççĕ-и? Паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи ку енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Хальхи вāхāтра республикāри 20 предприятин шалу парāмē 102 миллион ытла тенкē шутланать. Уйрмах пыск парăмлисем - "Чāвашавтотранс" ГУП, "Чāвашавтодор" ОАО, 1- мēш типографи. Пēчēк тата вāтам бизнесра та ēçлекенсене вāхāтра шалу паман организацисем пур. Чылай чухне çынсем хāйсен прависене пāсни çинчен ертуçēсемпе тавлашāва кēресрен хāраса тивēçлē органсене пēлтермеççē. Республика ертулēхē сāрā схемāпа ēçлекен предприятисене тупса палăртас енēпе ēçлет. Акā кāçалхи ēç планēпе 33 пин ытла çынпа ēç килēшēвē тумалла. Çурла уйāхē тēлне 22 ытла çын ēç-хēле легализациленē. "Хальхи вāхāтра никам та, уйāрмах çамрāксем, 10 пин тенкēлле ēçлесшēн мар. Кунашкал шалу пирки пēлтерни турех сисчēвлентерме тивēç", - терē Михаил Игнатьев.

Канашлура комисси 2017 çулхи иккēмēш çур çул валли ēç тēллевēсене палāртрē.

Рубрика: