Комментировать

28 Авг, 2017

Чăваш Енре хваттер туянма вăхăт

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерекен канашлура банксен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Михаил Васильевич вĕсем паян ипотекăпа паракан кредитсен процент виçипе кăсăкланчĕ. Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн ертÿçи Юрий Бычковский каланă тăрăх, çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса Перекет банкĕ ипотекăна 7,4% таран антарнă иккен. Россельхозбанк уйрăмĕн ертÿçи Ирина Письменская асăннă цифра кăшт пысăкрах, анчах вăл: "Эпир кăçал килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитсенчен те ытларах ипотека валеçнĕ", - тени тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума хистет. Константин Киргизов та /ВТБ/ ипотекăн строительство организацийĕсемпе пĕрле пурнăçлакан программине хутшăнакансемшĕн банкăн хăй ертсе пыракан филиалĕнче кредитăн чи пĕчĕк виçи 6,5% шайĕнче пулни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ.

Çавна май Михаил Игнатьев пĕтĕмлетĕвĕ хваттер илме ĕмĕтленекен çынсемшĕн сĕнÿ евĕрех илтĕнме тивĕç. Кредитсем йÿнĕ, строительство организацийĕсем сĕнекен çĕнĕ хваттерсем чылай — эппин... "Халь — питĕ меллĕ самант. Кунашкалли яланах пулмĕ — усă курса юлмалла", — терĕ вăл.

Рубрика: 
Теги: