Комментировать

26 Апр, 2014

Юратнă юмах - якутсен кĕнекинче

Чăваш юмахне Раççей халăхĕсен юмахĕсен пуххине кĕртнине пĕлтĕм. Кĕнекене ăçта кăларнă? Ăна Чăваш Республикинче туянма пулать-и? Унта тата хăш халăх юмахĕсем кĕнĕ?

Е.АНИСИМОВА. Тăвай районĕ.

Саха Республикинчи /Якути/ С.А.Новгородов ячĕллĕ «Бичик» наци кĕнеке издательстви «Любимые сказки народов России» кĕнеке кăларнă. Юмахсен пуххине пирĕн çĕр-шывра пурăнакан тăхăр халăхăн сăмах вĕççĕн çÿрекен хайлавĕсен тĕслĕхĕсене кĕртнĕ.

Тĕрлĕ халăхăн юратнă юмахĕсен шутне чăваш халăхĕн «Лиса-плясунья» юмахĕ те лекнĕ. Чăваш кĕнеке издательстви ярса панă темиçе хайлавран шăпах çавна суйласа илнĕ. Кĕнекене пухса хатĕрлекенсене хушпу тăхăнса ташлакан тилĕ ытларах килĕшнĕ ахăртнех.

Раççей халăхĕсен юмахĕсем ырра, ĕçе юратма, тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентеççĕ. Якути издателĕсем кĕнеке халăхсен туслăхне, культура хутшăнăвĕсене çирĕплетме пулăшасса шанаççĕ.

Пушкăрт, удмурт, чăваш, эвенк, вырăс, дагестан, калмăк, тутар тата саха халăхĕсен юмахĕсене Е.Садовникова тата А.Сивцева художниксем илемлетнĕ. Кĕнеке питĕ хăйне евĕрлĕ. Эпир халĕччен курма хăнăхнă пек мар, тăваткал вăл, хуплашкка çинчи хăш-пĕр ÿкерчĕкĕн пайĕсене лакпа сăрланă. Илемлĕскер аслисене çеç мар, ачасене те питĕ килĕшнĕ.

Килти вулавăша «Любимые сказки народов России» кĕнекепе пуянлатас тĕллевлисене Чăваш кĕнеке издательствин лавккисенче кĕтеççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.