Комментировать

22 Авг, 2017

«Ентеш» — 20 çулта

Сарă ту облаçĕнчи Базарно-Карабулак районĕнчи Шняево ялĕ никĕсленнĕренпе — 325, Сарă ту облаçĕнчи чăваш наципе культура «Ентеш» автономийĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалласа утă уйăхĕн вĕçĕнче регионта пысăк уяв иртнĕ.

 Çавра çулсене паллă тăвакан «кил хуçисене» саламлама Чăваш Ен делегацийĕ те çула тухнă. Çавăн пекех Пушкăртра, Чĕмпĕрте, Пензăра пурăнакансем те аякри тăвансем патне çитсе хисеп тунă.

Чăваш наци конгресĕн ячĕпе уяв хăнисен пĕрремĕш вице-президент Валерий Клементьев саламланă. «Ентеш» хастарĕсене конгресăн Хисеп хучĕпе чысланă. Сарă ту облаçĕнче чăваш йăли-йĕркине упрассишĕн малашне те чунран парăнса ĕçлеме суннă. Автономи ĕçне йĕркелесе пыракан Сергей Васильева уйрăммăн тав тунă.

Хăнасене ял халăхĕ укăлчаранах юрă- ташăпа кĕтсе илнĕ. Уявăн тĕп лапамĕ вара тĕрлĕ наци кĕтесне çаврăннă. Кунта чăваш, вырăс, мордва, тутар... картишĕсем йăла-йĕрке хатĕрĕсемпе, теттесемпе, илемлĕ япаласемпе куçа илĕртнĕ. Сцена çинче пĕр пултарулăх ушкăнĕ тепринпе улшăннă, тĕрлĕ делегаци представителĕсем тухса калаçнă. Ачасем вара вĕрсе хăпартнă тăвайккинчен ярăнса киленнĕ.

Пысăк уяв театрализациленĕ акаран пуçланнă. Аслăраххисем ака пуçне йăтса утнă, хĕрсемпе каччăсем тырă акнă. Çакă хирти ĕçсене сăнланисĕр пуçне пурнăçăн пĕр чарăнми çаврăнăвне те палăртать: ака пуçĕ — арçын, çĕр аннемĕр — хĕрарăм.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.