Комментировать

26 Апр, 2014

Соловейсен çемйин юрри

46 çул тултарнă тĕле 16 ача амăшĕ пулса тăрасса Маринăран никам та кĕтмен. Çав шутра хăй те, упăшки те.

Марина Соловей - Мускав çынни, вĕсен виçĕ ăрăвĕ çакăнта пурăннă, профессор мăнукĕ. Аслашшĕн учебникĕсемпе Мускав патшалăх университетĕнче математика вĕренеççĕ. Кремль çывăхĕнчех çуралса ÿснĕ пулин те паян вăл ялта пурăнать.

Пулас мăшăрĕпе Марина иккĕшĕ те 16 çулта чухне паллашнă. «Игорь мана килĕшсех кайманччĕ - профтехучилищĕре вĕренет, эпĕ вара института кĕме хатĕрленетĕп. Вăл çакна ăнланчĕ, куçран çухалчĕ. Çар хыççăн каллех курăнкалама пуçларĕ. Эпĕ качча кайнăччĕ ĕнтĕ, иккĕмĕш ача кĕтеттĕм. Мăшăрпа хутшăнусем йĕркеллех марччĕ, часах эпир уйрăлтăмăр. Игорь манпа юнашар пулчĕ - эпĕ института çÿренĕ вăхăтра аслă ывăлпа Антонпа ларчĕ. Хăй çуралнă кунхине Игорь пирĕн пата килчĕ, вара текех уйрăлман».

Мăшăрăн туй пулман, шурă кĕпене Марина 9 ача çуратсан венчете тăнă чухне тăхăннă: «1999 çулта эпир çĕнĕ пин çуллăха турă умĕнче саккунлă мăшăрланса кĕретпĕр терĕмĕр. Венчет хыççăн тĕлĕнмелле тапхăр пуçланчĕ - веçех йĕркеллĕ, эпир шухăшланă пек пулса пыратчĕ. Турă ачасем парать, вĕсем валли те парĕ текен каларăш çирĕпленчĕ, - тет Марина. - 5 ачаллă пулсан коммуналлă çуртри пÿлĕмре хĕсĕнкелесе пурăнтăмăр. Кайран хваттер пачĕç, 10-мĕш ача çуралнă хыççăн эпир Мускавра чи нумай ачаллă пĕрремĕш çемье пулса тăтăмăр, влаçсем çуртăн пĕр хутне - 4 хваттер /пĕтĕмпе 8 пÿлĕм/ пире уйăрса пачĕç».

Яла!

Яла куçасси çинчен Марина 90-мĕш çулсенчех шухăшланă. Хуçалăх тытсан çăмăлрах пуласса ăнланнă. 2000 çулсен варринче çемьене Мускавран 150 çухрăмра лаптăк панă. «Малтанах палаткăсенче пурăнтăмăр. Çурт туса пĕтерсен унта 14-мĕш ача - Алена - çуралчĕ. Турă пулăшнипе çăмăл çурататтăм. Пур ачана та тенĕ пекех Игорь пулăшнипе килте çуратрăм, - каласа парать Марина. - Пепке çут тĕнчене килсен кашни хутĕнчех килти лару-тăру улшăнать. Пысăк çемье ача тавра кăна çаврăнать. Мĕнешкел телей вăл тин çуралнă ачана алăра тытасси».

Çак çулсенче çемье няньăсен, асламăшĕ-кукамăшĕн пулăшăвĕсĕрех пурăннă. Марина, паллах, ĕçлемен. Игорь çар заводĕнче вăй хунă, каярах электроника юсама пуçланă. Çемье яла куçсан хăтлă хуçалăх йĕркеленĕ. Çуртпа мунча валли укçа мĕнле майпа тупăнни - уйрăм историсем. Акă вĕсенчен пĕри: бизнесмен хăйне сăтăр кÿнĕ ултавçăсем çинчен пĕлтерсен хавхалантарас пирки информаци панă. Тĕп хулари полици преступниксене хăвăрт арестленĕ. Пакунлă çын хавхалантару укçине илме килĕшмен, нумай ачаллă çемьене пама сĕннĕ. Çапла майпа предприниматель Соловейсен çемйипе çыхăннă. Тепĕр тĕслĕх: ыр кăмăллăх фончĕ пĕр мăшăрланура çуралнă 10 ачаллă çемьесем валли конкурс ирттернĕ. Соловейсем конкурсра çĕнтернĕ: çак миллионпа тата тепĕр пура туяннă. Марина конкурс валли аслă ачисемпе хатĕрленĕ альбома кăтартать. Вун-вун страница - çемье Çĕнĕ çула, Раштава, çуралнă кунсене /вĕсем кашни уйăхрах иртеççĕ/ кĕтсе илет... 16 ачи çинчен те /кашнин пирки уйрăммăн/ кĕске калав çырнă.

Ачасем пурте килте вĕренеççĕ. Вĕрентекенĕ пĕрре - Марина, ахальтен мар вăл педагогика институчĕ пĕтернĕ. Кашни çулах ачасем Мускаври шкулта черетлĕ класшăн экзаменсем параççĕ. Амăшĕн 2 вĕренекенĕ хальхи вăхăтра колледжра пĕлÿ илет.

Инкек айккинчен иртмен

Марина патне кайнă чухне çулталăк каялла çемьере инкек пулнине пĕлтĕм - Игорь сарăмсăр вилнĕ. Кун пирки Марина макăра-макăра каласа пачĕ: «Игорь юр тасатнă. Ĕçне часах вĕçлесси çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Тепĕр икĕ минутран чĕри ыратнипе аптăраса ÿкнĕ - тÿрех вилнĕ. Пире Игорьпе паллаштарнă тантăшăм çапла калатчĕ: «Эсĕ уншăн турăш вырăнĕнче. Вăл сан çине пăхса кĕл тăватчĕ». Халĕ эпĕ унăн сăн ÿкерчĕкĕ çине пăхса кĕл тăватăп. Игорь вилĕмĕпе çырлахма çăмăл мар, çапах та веçех турă ирĕкĕнчен килет».

Çак çемьере пур ачине те тĕне кĕртнĕ. «Пирĕнтен инçех мар пĕр пăтапа усă курмасăр XVII ĕмĕрте туса лартнă чиркÿ пур. Совет тапхăрĕнче ăна сÿтнĕ те вутăлăх сутнă. Арçынсем сăрт çине хăпарнă та чиркĕве çĕнĕрен çĕкленĕ. Тĕлĕнмелле истори, çапла мар-и?» - тет Марина.

Вăл - тĕлĕнмелле çемьен тĕп архитекторĕ. Унăн 5 мăнук ÿсет ĕнтĕ. Хĕрĕсем çемйисемпе Митинăра Соловейсене хăй вăхăтĕнче уйăрса панă 6-мĕш хутра пурăнаççĕ. Канмалли кунсенче яла пулăшма таврăнаççĕ. «Çакна калама йывăр пулин те Игорь пире укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тивĕçтерсе хăварчĕ - 18 çултан кĕçĕнрех кашни ачана пособи тÿлеççĕ, - тет Марина. - Пирĕн нихăçан та кун чухлĕ тупăш пулман. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшне вĕсем чĕрĕ-сывă чухне пулăшни питех те пархатарлă».

 

/«Аргументы и факты»/

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.