Комментировать

20 Авг, 2017

«Пултарулăх бульварĕнче» пурне те килĕшрĕ

«Пултарулăх бульварĕ» арт-проекта Шупашкарта пурăнакансенчен нумайăшĕ питĕ килĕштерет. Вăл хула кунĕн хăйне евĕрлĕ визит карточки пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар.

Ку арт-проекта хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене паллаштарас тата мĕн те пулин çĕннине вĕренес текенсем валли йĕркелеççĕ. Кăçал акă Ленин проспекчĕпе Карл Маркс урамĕнче пĕр харăсах 70 ытла интерактивлă площадка ĕçлерĕ. Вĕсенче кашни çынах хăйĕншĕн кăсăклине тупма пултарчĕ: пĕрисем чĕрĕ юрă-кĕвĕ итлесе киленчĕç, теприсем ташăсемпе театр курăнăвĕсене пăхса савăнчĕç. Кăмăл пуррисем пĕрлех ташларĕç те, юрларĕç те.

Спортпа туслисем теннисла, футболла, баскетболла вылярĕç, скалодром çине хăпаракансем те пулчĕç. Ачасем тетте тума вĕрентекен ăсталăх класĕсене, конкурссене хутшăнчĕç. Пĕчĕкскерсене уйрăмах типĕ бассейн илĕртрĕ. Çамрăксен площадкинче те хаваслă пулчĕ. ЧПУ студенчĕсем «Студентсен çуркуннин» чи лайăх номерĕсене кăтартрĕç. КВН команди шÿтсемпе кăмăла çĕклерĕ.

Арт-проектра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулса курчĕ, площадкăсен ĕçĕпе паллашрĕ. Вăл хулара пурнакансемпе хăнасене уяв ячĕпе саламларĕ.

«Кунта пире питĕ килĕшрĕ», — хĕпĕртевне пытараймасăр пĕлтерчĕç «Пултарулăх бульварне» хутшăннисем.

Наталия ФЕДОРОВА, Шупашкар хулинчи пĕр предприятире персоналпа ĕçлекен менеджер:

- "Пултарулăх бульварĕнче" пĕрремĕш хут пултăм, питĕ килĕшрĕ. Тĕлĕнтермĕшсен тĕнчине лекнĕнех туйăнчĕ. Арт-проекта пулах пĕр самантлăха ачалăха таврăнтăм, мĕншĕн тесен кунта ачасем валли тĕрлĕ вăйă, конкурссем хатĕрленĕ.

Галия ВАСИЛЬЕВА, Çĕмĕрле районĕнче пурăнакан:

- Хула кунне кăçал пĕрремĕш хут килтĕм, питĕ савăнтăм. "Пултарулăх бульварĕ" тăршшĕпех пĕлĕшсемпе юрласа-ташласа утрăмăр. Питĕ хаваслă пулчĕ. Тепĕр çул татах килĕп.

 

 

Рубрика: 
Теги: