Комментировать

17 Авг, 2017

Фотоконкурс

Мана Надя Устинова тесе чĕнеççĕ. Эпĕ 16 çулта. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулне 11-мĕш класа кайма хатĕрленетĕп. Мана çут çанталăк пулăмĕсем тата чĕр чунсем кăсăклантараççĕ. Чи юратнисенчен пĕри вара — лаша. Сăн ÿкерчĕкре те эпир унпа пĕрле тăратпăр. Ăна Тимĕрлен тесе чĕнеççĕ. Ăна пирĕн хуçалăхра пĕчĕкренех астăватăп. Çавăнпах эпир унпа туслă. Тимĕрлен пире нумай ĕç тума пулăшать. Эпир ăна питĕ юратат¬пăр, вăл пурришĕн чунтан савăнатпăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.