Комментировать

17 Авг, 2017

Путакан ачана çăлнă

Шăматкун, утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче, кăнтăр иртни 3 сехет тĕлĕнче, Улатăрти пляжра ултă çулти арçын ача путма пуçланă. Ун патне вуннăри Денис Ведяшов, хулари 3-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренекенскер, пулăшма васканă, çав вăхăтра вăл хăйĕн амăшĕпе тата шăллĕсемпе шыв хĕрринче каннă.

Денисăн амăшĕ Светлана каланă тăрăх, пляжа пĕр ушкăн ача, пилĕк-сакăр çултискерсем, аслисемсĕрех килнĕ. Шăпăрлан пĕчченех шыва кĕнĕ, путма пуçланă. Денис ăна курнă та тÿрех ун патне чупнă. Юлташĕпе пĕрле ăна хăвăрт туртса кăларнă. Шыв çăтнăскере аслисем пĕрремĕш пулăшу пама пикеннĕ, медиксем патне шăнкăравланă. Кĕçех ача тăна кĕнĕ, ăна больницăна илсе кайнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.