Комментировать

16 Авг, 2017

Чечек те мăян…

Ялсенче çынсем кил-çурта кăна мар, урамсене те тирпейлĕ тытма тăрăшни савăнтарать. Çав хушăрах кăмăла хуçаканни те пур-ха. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуçĕнчи Тĕп урамра нумай хваттерлĕ çурт умĕнче чечек вырăнне мăянпа хыт хура ешереççĕ. Вĕсене çулса пăрахма вăхăт та, кăмăл та çук пулас кунта пурăнакансен.

Çак ялти Тĕп урамрах пысăк мар çурта та асăрхарăм. Ăна сарă-хĕрлĕ чечексем илемлетеççĕ. Кунта та хитрелĕхе, тирпейлĕхе юратакансем пур иккен.

Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăра çăка çинче аистсем йăва çавăрнă. Ял çыннисем тăрăшнипе кайăксем кунта «тымар янă».

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.