Комментировать

16 Авг, 2017

Уяв тĕлне

Çурла уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкар хăйĕн çуралнă кунне кĕтсе илме хатĕрленет. Çавна май савăнăçлă лару-тăрура икĕ ача сачĕ тата поликлиника уçăлмалла.

«Радужный» микрорайонта пурăнакансем ача сачĕ хута каясса тахçанах кĕтнĕ. Кунта ытларах çам-рăк çемьесем пурăннипе ачасем те самай. Шкул çулĕчченхи учреждени çывăхра пулманран тĕпренчĕкĕсене аякка илсе çÿреме тивнĕ вĕсен. Халĕ акă çĕнĕ çуртсемпе юнашарах 120 вырăнлă ача сачĕ çĕкленнĕ. Унта шăпăрлансене сывлăха çирĕплетме, канма, пĕлĕве аталантарма мĕн кирли йăлтах пур.

Çак кунсенче Алькешре те садик уçăлмалла. Çавна май ашшĕ-амăшĕн ĕмĕчĕ пурнăçланĕ.

«Çĕнĕ хула» микрорайонта та çынсен йышĕ çулран çул ÿссех пырать. Анчах социаллă об±ектсем çукпа пĕрех. Уяв тĕлне кунта чаплă поликлиника, ачасем валли вăйă площадки туса пĕтернĕ. Шупашкарти Гладков урамĕнче вара авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕнĕ шкул уçăлмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.