Комментировать

15 Авг, 2017

Хăрах аллипе панă, тепринпе илнĕ

Канашри ача сачĕсенчен пĕрин заведующийĕ малтан преми панă, кайран илнĕ. Çапла вăл 2014 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа 2017 çулхи пуш уйăхĕчченех хăтланнă тесе шухăшлаççĕ.

Пăтăрмахлă ĕç пирки РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн Канашри районсем хушшинчи пайĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Заведующие ĕç вырăнĕпе усă курнăшăн айăплама пултараççĕ.

Заведующи хăйĕн ĕçченĕсенчен пĕрне преми пама приказ кăларнă хыççăн укçан пĕр пайне ыйтнă. Çапла майпа виçĕ çулта 144 пине каялла илнĕ. Садик ĕçченне заведующи укçана учрежденире усă курма яратăп тесе тыттарнă. Анчах, тĕпчевçĕсем шухăшланă тăрăх, пуçлăх «кĕмĕле» хăй пĕлнĕ пек тăкакланă.
 

Рубрика: