Комментировать

15 Авг, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕн корреспонденчĕ çамрăк çыравçăсен Турцири тĕл пулăвне хутшăнать

Çурла уйӑхĕн 14-18-мĕшĕсенче Турцири Стамбулта тĕрĕк тĕнчин ҫамрӑк ҫыравҫисен тĕлпулӑвĕ иртет. Унта "Хыпар" издательство çурчĕн "Тантăш" хаçачĕн корреспонденчĕ Лариса Петрова хутшăнать. Ĕçтешĕмĕр поэзи енĕпе хутшăнать пулсан, тепĕр чăваш пики, Анастасия Владимирова - прозăпа. Хĕрсем ĕнер çула тухнă.

Лариса Петрова пĕлтернĕ тăрăх, тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисем ĕнер Стамбулта тĕл пулнă. Унта чӑвашсем те, тутарсем те, пушкӑртсем те, кумыксем те, хаккассем те, Иранри азербайджансем те, узбексем те, казахсем те, ыттисем те пуҫтарӑннӑ. Çамрӑксем пӗр-пӗринпе курса калаҫнă, чӗлхе илемӗпе паллашнă. "Пӗр пек сӑмахсем чылай пулнӑран пӗр-пӗрне ӑнланас йывӑрлӑх питех сиксе тухмарӗ", - тет "Тантăш" корреспонденчĕ.

Самолетпа пӗрремӗш хут вӗҫсе курнӑ май Лариса транспорт сывлӑшра пӗр вырӑнта тӑнӑн туйӑннине палăртать. "Урӑх ним пирки те шухӑшлама пултараймарӑм, самолетӑн кашни сассине чӗре витӗр кӑлартӑм пуль. Журналсем пӑхма пуҫласан хама аванрах туйрӑм. Апат килсе парсан вара ӑҫта ларнине те манса кайрӑм", - чунне уçать çамрăк ĕçтешĕмĕр.

Рубрика: