Комментировать

25 Апр, 2014

Лайăх тухăç илес тесен

Пахчаçăшăн, сад ăстишĕн çулталăк тăршшĕпех пушă вăхăт çук темелле. Анчах апрель уйăхĕнче хĕрÿ ĕç пушшех вăй илет - лайăх тухăç илес тесен кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек тăрăшма тивет.

Пахчара

Кĕркунне кăпкалатса хăварма ĕлкĕреймен-тĕк, апрель вĕçĕнче çак ĕçе тума вăхăт. Кĕркуннехипе танлаштарсан, çĕре ăшăхрах хусăкламалла, имçам хывма манмалла мар. Хăяр, кавăн ÿстермелли лаптăка çуркунне тислĕк тăксан вырăнлă. Сухан, кишĕр, хĕрлĕ кăшман тата ытти культура çитĕнтермелли вырăна вара кĕркунне тислĕк хывса хăварсан лайăх. Фосфор тата кали /вăл хлорпа та пуян/ имçамĕсене çуркунне тăкмаççĕ - вĕсене ÿсен-тăран япăх йышăнать.

Апрель варринче е вĕçĕнче тăпрана сÿрелесе хăварсан нÿрĕк çухаласси тăватă хут чакать теççĕ. Мĕншĕн тесен уяр çанталăкра çĕр хăвăрт типет. Йăрансене çурçĕр енчен кăнтăралла тума сĕнеççĕ. Тăпрана кăпкалатса имçам хывсан кишĕр, укроп, сухан, петрушка, редис, ир пулакан ытти çимĕç акаççĕ. Акас умĕн вăрлăха шăтарма /сăмсалантарма/ ан манăр - ку шăтаслăха тĕрĕслеме май парать, тухăçа ÿстерет.

Çарăк, редис, йÿç кăшман акнă лаптăксене - ÿсен-тăран шăтса тухиччен - махорка тусанĕпе «хăналаççĕ». Вăл сиенлĕ кăпшанкăсене пĕтерет. Йывăç кĕлĕпе извеç хутăшĕ те /вĕсене 1,1 виçепе илеççĕ/ лайăх пулăшать. Апрель вĕçĕнче ир пулакан купăста калчисене лартаççĕ. Тăм тивесрен хÿтĕлеме манмалла мар - ку вăхăтра çĕр шăнтма та пултарать. Тăпра лайăх ăшăнса çитсен ир çитĕнекен çĕр улми лартас вăхăт та çывхарать. Ку тĕлĕшпе Удача, Снегирь, Чародей, Марс, Жуковский ранний, Невский текен сортсем питĕ юрăхлă. Пысăк тухăç илес тесен Беллароза ятлă сорт аван теççĕ. Пĕр гектартан 330-365 центнер илме пулать.

Садри ĕçсем

Улма-çырла пахчине те çуркунне çитрĕ. Тăпрана хатĕрлеме - кăпкалатма, çум курăкпа кĕрешме манмалла мар. Кун пек чухне çамрăк йывăçсен, çырла тĕмĕсен тымарĕсем çиелте вырнаçнине асра тытăр. Пан улми, çырла ăнса пулччăр тесен имçам хывмаллине ан манăр. Тĕп имçама - фосфор тата кали хутăшне кĕркуннех хывнă. Халĕ азот хутăшĕ вырăнлă - шĕвĕ имçам усăллăрах теççĕ. Азот пăсланса пĕтесрен çийĕнчен тăпрапа витеççĕ. Йывăç айĕнчи тăпрана вара, кăпкалатнă хыççăн, лайăх çĕрнĕ тислĕкпе, вĕтетнĕ торфпа, çĕрнĕ компостпа хуплăр.

Апрель - çимĕç йывăçĕ тата çырла лартмалли уйăх. Иртерех лартсан ÿсен-тăрансем хăвăртрах чĕрĕлеççĕ, лайăхрах аталанаççĕ.

Йывăçсенче сĕткен куçма пуçламан-ха, çавăнпа та тĕрлĕ меслетпе усă курса сыпма тăрăшмалла. Улмуççи, груша йывăçĕ тимлĕх ыйтаççĕ. Вăхăт тупсах ытлашши туратсене /хăрнисемпе типнисене те/ касса пăрахмалла, хăмла çырли пахчине те йĕркене кĕртме вăхăт. Малтан хатĕрлесе хунă хурлăхан сапанĕсене /череноксене/ лартăр, кĕркунне тĕлне çамрăк тĕмсем çитĕнĕç.

Улмуççипе груша йывăçĕ çинче кĕсен чирĕ /вырăсла ăна «парша» теççĕ/ аталаннине асăрхасан мочевина шĕвекĕпе пĕрĕхмелле - 10 литр шыва 700 грамм имçам ярса. Ку хутăш чие тĕмĕ коккомикозпа чирлесен те пулăшать.

Тĕрлĕ сăтăрçăпа кĕрешме бордос шĕвекĕ те лайăх.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.