Комментировать

25 Апр, 2014

КАМĂН МĔН ЫРАТАТЬ?

Сыпăсем сурсан. Çур литр банкине 1 стакан кĕвелĕк тата туличчен ыраш çăкăрĕ тĕпретсе ямалла. Çакăн хыççăн кĕленчене 1 чей кашăкĕ апат соди хушса хупламасăрах 5 сехетлĕхе ăшă вырăна лартмалла. Кайран хутăша марля витĕр сăрăхтармалла. Марльăна хайхи шĕвекпе йĕпетсе ыратакан вырăна хумалла. Çиелтен целлофанпа витмелле, ăшă тутăрпа çыхмалла.

Хырăмлăх язвинчен. 15 чĕрĕ çăмарта, çур кило услам çу (шăратни лайăхрах та) тата çур литр медицина спирчĕ хутăштармалла. Хутăша сивĕтмĕшре тытмалла. Апат умĕн çур сехет маларах пĕрер кашăк ĕçмелле.

Остеохондрозран. Алоэ курăкĕн темиçе çулçине аш арманĕпе авăртмалла. 50 г сĕткене 100 г пылпа тата 150 мл шур эрехпе хутăштармалла. Лайăх пăтратса кĕленчене ямалла, пăкăламалла. Каçхине унпа компресс тумалла, унтан ăшă япалапа витмелле. Хутăша тĕттĕм вырăнта тытмалла.

Кутана тухнинчен (геморрой). 40 мл йод, 40 г камфора çăвĕ тата 400 г сысна ăш çăвĕ (салă) хатĕрлемелле. Çатма çинче салă ирĕлтермелле, кăмăрчакне пăрахмалла, çуне çур литр кĕленчине ямалла. 20-30 минут иртсен камфора çăвĕпе йод хушмалла. Хутăш сивĕнсе çитиччен кашăкпа пăтратса тăмалла. Сивĕтмĕше лартмалла. Качи пÿрни чухлĕ илнĕ эмеле ирпе-каçпа кутанана чикмелле. Унпа асăрханса усă курмалла, вăл юхса тухса аялти кĕпе-йĕме варалама пултарать. Çапла пĕр уйăх сипленмелле.

Питри пĕркеленчĕксенчен. Çăмарта саррине 1 чей кашăкĕ пылпа тата 1 кашăк сĕлĕ çăнăхĕпе хутăштармалла. Маскăна питпе мăя сĕрсе 15 минут кĕтмелле, ăшă шывпа çуса ямалла.

Ӳпке чирĕсенчен (трахеит, бронхит, пневмони). 250 г чухлĕ хурăн кăчкипе 700 г сыснан ăш çăвне вĕри духовкăра е кăмакара 2 сехете яхăн тытмалла. Апатланиччен 15 минут маларах пĕрер чей кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев тапхăрĕ – 3 эрне.

Плеврит, пневмони, туберкулез чухне стаканăн 2Ĕ3 пайĕ таран вĕтетсе тултарнă хурăн кăчкине 100 г алоэ курăкĕпе, 2 кашăк чухлĕ çăка чечекĕпе, 1 стакан пылпа, 200 мл 70 градуслă спиртпа хутăштармалла. Ăшă вырăнта 21 кун лартмалла. Кунне 3-4 хут, апат умĕн çур сехет маларах çур стакан вĕри сĕте 1 кашăк хушса ĕçмелле.

Çие юлмасан. Ача пулманнипе нушалансан çакнашкал бальзам ĕçсе пăхни пăсмĕ: 1 л шур эрехе 200 г суя ăвă кăмпи (чага), 25 г прополис, 25 г мулкач курăкĕ (тысячелистник), 20 г хыр кăчки, 1 стакан аçтăрхан мăйăрĕ ярса 12 кун лартмалла, вăхăт-вăхăтăн пăтратса илмелле. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут, апат умĕн 15 минут маларах 20-шер тумлам ĕçмелле. Пĕр уйăх сипленсен 2 эрне канмалла, унтан каллех çĕнĕрен.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.