Комментировать

7 Авг, 2017

«Тăван çĕршывăмăр çинчен начар сăвă çырма юрамасть»

Çурхи тĕнче вăраннă чух,

Хаваслă кун шăраннă чух,

Чун савăнать, чĕрем сикет,

Çĕршывăм çинчен юрлас килет.

Тăван çĕршыв, тăван çĕршыв!

Асран кайми юратнă çĕршыв!

Çак йĕркесене илтмен-пĕлмен чăваш çуках. Гимн-çке. Унăн авторĕсемпе шкул сакки çине ларсанах паллаштараççĕ. Тен, маларах та... Çапла, сăмахăмăр хальхинче Илле Тукташ çинчен пулĕ. Сăлтавĕ те курăмлă — Илья Семенович çуралнăранпа çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ.

Хастар комсомолец

Чăваш поэчĕ, прозаик, фольклорист, куçаруçă, публицист, тĕпчевçĕ Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнчи чухăн хĕресчен çемйинче кун çути курнă. Ялти пуçламăш тата Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкула çÿренĕ. Çамрăксен юхăмне хастар хутшăннă. Çавăнпах-тăр 1925 çулта ăна Элĕк вулăсĕнчи комсомол комитечĕн секретарьне суйлаççĕ. Хастарскерне çулталăкран Шупашкарти парти шкулне яраççĕ, унта вăл икĕ çул вĕренет. Унтан «Хатĕр пул» журналта, Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшать.

1932-33 çулсенче Илле Тукташ Самарти геологипе разведка институтĕнче вĕренет, çав хушăрах чăвашла тухса тăракан «Колхозник» хаçатра ĕçлет. Ку тапхăрта кунта чăваш культурин хăйне евĕр центрĕ йĕркеленет. Редакци çумĕнчи литература пĕрлешĕвне час-часах Хветĕр Уяр, Стихван Шавли, Нестĕр Янкас, Владимир Бараев пырса çÿреççĕ. Тăван тăрăха таврăнсан каллех кĕнеке издательствинче редакторта, унтан ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче ăслăлăх сотрудникĕнче вăй хурать.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан, 1942 çулта, Илья Семенович та паттăр салтаксен ретне тăрать. Дивизи хаçачĕн çар корреспонденчĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Фронтран вăл 1944 çулта йывăр чирлесе таврăнать. Апла пулин те пуçне усмасть. Литература ĕçне путать, нумай çĕре çитет. Шăпах вăрçă хыççăн ăна чăваш çыравçисен союзĕн председательне суйлаççĕ.

Пĕррехинче Илле Тукташ тăван ялне вăхăтлăх тара илнĕ ПО-2 самолетпа вĕçсе килет. Пĕр самантран тимĕр кайăка халăх сырса илет.

— Илле, кунашкал кăйкăра ăçтан тупрăн? — тĕпчет ял халăхĕ.

— Ентешсемшĕн мĕн кăна тумăн-ши!? Сире питĕ курас килчĕ, — хуравлать тулли кăмăлпа поэт.

Çĕр хуçисен юрăçи

Тукташăн пултарулăх çулĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çырăнма тытăннă. 1930 çулта унăн Нестĕр Янкаспа тата Уйăп Мишшипе пĕрле кăларнă пĕрремĕш кĕнеки пичетленнĕ. Кун хыççăн колхоз туни çинчен очерк хыççăн очерк кун çути курнă. Тукташ ячĕ халăхра анлăрах та анлăрах сарăлнă. «Пултаруллă çыравçă ял темине ĕмĕр тăршшĕпех мала хунă. Çĕр ĕçченĕсем çинчен çырнă сăввисем, очеркĕсем, калавĕсем хутшăнсах пынă. «Тыр-пул акса тăвакан тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен ĕçченсене мухтаса юрлакан çыравçă» тенĕ ăна юлташĕсем», — çырнă Петĕр Ялкир.

Илья Семенович пултарулăх эткерĕ пуян. Вăл сăвăпа юрă та, поэмăпа драма та, повеçсемпе калавсем те, юмахсемпе халапсем те çырнă. Аслисем валли те, кĕçĕннисем валли те хайланă. Куçару ĕçĕпе те аппаланнă. Шекспир сонечĕсене, Шолоховăн «Лăпкă Донне» тата ытти произведенисене чăвашла «калаçтарнă» вăл.

Гимн çурални

Чăваш халăх юратнă композиторĕ Герман Лебедев поэзири тантăшĕн Илле Тукташăн «Тăван çĕршыв» сăвви тăрăх кĕвĕленĕ юрă 1992 çулта Чăваш Республикин гимнĕ пулса тăнă.

«1945 çул. Хаяр вăрçă вĕçленсе пырать. Халăхăмăр, темле йывăр пулсан та, тăшман эшкерне çĕнтерме вăйхал çитерчĕ. Эппин, Аслă çĕнтерĕве искусствăра та чаплă произведенисемпе палăртмалла. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ историллĕ паллă вăхăта Петр Осиповăн «Тăван çĕршыв» пьеси тăрăх лартнă спектакльпе чыслама шухăшларĕ. Ĕçе пикентĕмĕр.

...Сăмах спектакль валли музыка çырасси патне çитсен Галицкий режиссер мана чăваш композиторĕсенчен кампа та пулин çыхăнма ыйтрĕ. Эпĕ килĕшрĕм, тÿрех музыкăпа театр техникумĕнче пĕрле вĕреннĕ Герман Лебедева аса илтĕм.

...Нимĕнле ĕçе те вăраха хăварма юратман композитор хальхинче те пирĕн ыйтăва вăхăтра тивĕçтерме пулчĕ. Илле Тукташăн сăвви хатĕрччĕ ĕнтĕ. Чăваш халăх юрри мелĕпе, тăвансене курнă чухнехи çĕкленÿпе  çырнă текст Герман Степановича килĕшрĕ.

— Пултарать çав пирĕн Илле Семенович, — терĕ вăл.  — Пуплевĕ шыв пек юхса тăрать, епле тăрăшмăн-ха ĕнтĕ кунта, ирĕксĕрех пурне те килĕшмелле çепĕç çемĕ шырама тивет.

...Спектакле чаплă лару-тăрура кăтартрăмăр. Илле Тукташпа Герман Лебедев юрри унăн витĕмлĕхне нумай ÿстерчĕ. Кайран вăл пĕтĕм халăх юратакан юрă пулса тăчĕ. Ăна савăнăçлă пухусенче, уяв каçĕсенче юрлатчĕç. Çырнă хыççăн çур ĕмĕртен вăл республика гимнĕ пулса тăчĕ...» /театр ĕçĕн ветеранĕ Василий Фроловăн аса илĕвĕнчен. — Авт./.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.