Комментировать

7 Авг, 2017

Пÿре чирĕпе аптăракансем валли Канашра гемодиализ центрĕ уçăлнă

Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Канаш хулинче гемодиализ центрĕн уйрăмĕ ĕçлесе кайнă. Ăна хула кунне уявланă май савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Пÿре чирĕпе аптăракансен юнне тасатмалли май унччен Шупашкарти "Б.Браун Авитум Руссланд Клиникс" обществăн амбулатори центрĕнче тата Республикăри клиника больницин гемодиализ уйрăмĕнче пулнă. Канашра диализ центрĕ уçни Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Елчĕк, Канаш районĕсенче тата Канашпа Çĕмĕрле хулисенче пурăнакансемшĕн меллĕ тесе пĕлтернĕччĕ маларах республикăн Сывлăх сыхлав министерствинче.

Сывлăх сиплев учрежденийĕ хальлĕхе - 12 вырăнлă. Малтанхи тапхăрта унта кунсерен 20-е яхăн пациента йышăнасшăн, кайран виçĕ хут ытларах çынна пулăшма тытăнасшăн.

 

Рубрика: 
Теги: