Комментировать

4 Авг, 2017

Çар парадне хутшăннă

Раççей Тинĕс-Çар флочĕн кунне халалласа иртнĕ канмалли кун Санкт-Петербургра иртнĕ Тĕп çар парадне телекуравпа чылайăшĕ пăхса киленчĕ пулĕ.

Питĕрти кĕперсем çĕрле кăна çĕкленеççĕ. Анчах хальхинче вĕсем кăнтăрла та «уçăлнă». Пĕрин хыççăн тепри — харăсах 50 карап — Раççей флочĕн мухтавĕ — Нева çийĕн «юхса» аннă. Çыран хĕрринче сăнаса тăракансем тата телекуравçăсем пуринчен ытларах «Петр Великий» атом ракета крейсерне пăхса киленнĕ. Çав крейсер çинче пирĕн ентеш те — Тăвай районĕнчи Чутей ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Руслан Волков — пулнă. «Петр Великий» çинче вăл контракт мелĕпе службăра тăрать.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.