Стипенди илме май пур
Кăçал математикăпа тата физикăпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче 221 çамрăк 70 тата унтан пысăкрах балл пухнă. Вĕсен ÿлĕмрен уйăхсерен 2-шер пин тенкĕ стипенди илме май пур.
Пысăк квалификациллĕ специалистсене хамăр регионта хăварас тĕллевпе физикăпа математика предмечĕсене уйрăмах лайăх вĕренекенсене 2012 çултан Чăваш Ен Пуçлăхĕ ятарлă стипендипе хавхалантарма йышăннă. Вăл хамăр республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕнче куçăн майпа вĕренекен 1-мĕш курс студенчĕсене тивĕçет. Хушу вăя кĕнĕренпе ятарлă стипендие 140 студент илнĕ.