Комментировать

31 Июл, 2017

Тĕплĕ юсав пирки çивĕч калаçнă

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ канашлура пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсав программине пурнăçласси пирки çивĕч калаçу пулчĕ.

Икĕ çулта 816 çуртра юсав ĕçĕсене пурнăçланă — 917 миллион тенкĕлĕх. Кăçалхи план — 273 çурт. Хваттерсен хуçисенчен юсав валли укçа пухасси вăтамран 77% шайĕнче. Çав вăхăтрах Çĕмĕрлере — 45% кăна. Çĕрпÿ, Улатăр районĕсем те ку енĕпе уксахлаççĕ. Капиталлă юсав фончĕн директорĕ Олимпиада Епифанова пĕлтернĕ тăрăх — 37 пин çын паян кунччен юсавшăн пĕр пус укçа та хывман.

Михаил Игнатьев Канашра, Шупашкарта пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсем сиенленнĕ тĕслĕхсемпе пайăррăн кăсăкланчĕ. Строительство министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Максим Иванов пĕлтернĕ тăрăх — Канашра виçĕ хваттерсĕр пуçне хуçисем çурта таврăннă. Сиенленнĕ стена — çурт кăшкарне тытса тăраканни мар. Ăна пăсма йышăннă. Çуртăн тĕп стенисен никĕсĕ йĕркеллех. Çурăлнă стена вара никĕссĕр пулнă иккен — кирпĕче çĕр çинех хунă.

Шупашкарти Грасис урамĕнчи çурта илес тĕк — унта пурăнакансене хваттерсенчен куçарман. Кирпĕчрен тунă стенана, сиенленнĕскере, пăсма йышăннă — çĕнĕрен купалĕç. Çынсем вара? Иванов: «Вĕсем унтах пурăнĕç, çийĕнчен строительсем ĕçе мĕнле пурнăçланин пахалăхне сăнама пултарĕç», — терĕ те — Михаил Игнатьева кунашкал хурав тивĕçтермерĕ: «Сире тата сирĕн командăна строительство ĕçĕсем пынă чухне унта пурăнтарса пăхасчĕ...»

Рубрика: 
Теги: