Комментировать

28 Июл, 2017

Туристсене виçĕ чĕлхепе çул кăтартаççĕ

Чăваш Енри федераци тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче туристсем валли навигаци паллисем вырнаçтарасси малалла пырать. Маларах ăна Кÿкеçри "Бичурин тата хальхи самана" музей ĕçченĕсем вырнаçтарнине культура учрежденийĕн ертÿçи Ирина Удалова пĕлтернĕччĕ.

Халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта вырнаçнă А.Г. Николаев летчик-космонавтăн мемориал комплексне çитме те çăмăл пулĕ. Ятарлă паллăсем аякранах курăнса тăраççĕ, çул кăтартаççĕ. Вĕсене вырăсла, чăвашла тата акăлчанла çырса хунă. Сăмах май, чăвашла кайнинче "музейĕ" вырăнне "музейе" тесе çырса хунă.

Чăваш Енĕн Культура министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, туристсене çул кăтартакан паллăсене вырнаçтарасси Европăра çеç мар, Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче те йăлана кĕнĕ.

Рубрика: 
Теги: